Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«ЛИТЕРАТУРĂЛЛĂ ЧĂВАШ ЕН: ÇУЛТАЛĂК КӖНЕКИ 2022» ФЕСТИВАЛЬ-КОНКУРСА ПӖТӖМЛЕТНӖ

Ака уйăхӗн вӗçӗнче Шупашкарта «Литературăллă Чăваш ен: çулталăк кӗнеки 2022» фестиваль-конкурса пӗтӗмлетнӗ. Ăна çулсерен Чăваш наци библиотеки ЧР Профессиллӗ писательсен союзӗпе, Чăваш кӗнеке издательствипе тата Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхӗсен институчӗпе пӗрле ирттерет.

Чăваш кӗнеке издательствинче кун çути курнă кӗнекесенчен хальхинче çаксем çӗнтернӗ фестиваль-конкурсра: 

«Поэзи жанрӗпе çырнă чи лайăх кӗнеке» – Марина Карягинан «Вăхăт тараси» тата «Урăх ăру» кӗнекисем;

«Проза жанрӗпе çырнă чи лайăх кӗнеке» – Георгий Федоровăн «Ай, мăнтарăн хир мулкачи» кӗнеки;

«Ача-пăча валли çырнă чи лайăх кӗнеке» – Людмила Смолинан «Шăпăрлан» тата Дмит­рий Моисеевăн «Ют пахчари хăмла çырли» кӗнекисем;

«Чи нумай вуланакан кӗнеке» – Алевтина Дмитриеван «Кая юлнă каçару сăмахӗ» кӗнеки;

«Чи лайăх ăслăлăх кӗнеки» – Геннадий Николаевăн «Мир волжской деревни во второй половине XIX – начале XX века» монографийӗ;

«Тăван ен çинчен çырнă чи лайăх кӗнеке» – Антонина Мордвинован  «Будущее не спешило ко мне... Художник Анатолий Миттов» кӗнеки;

«Чи илемлӗ кӗнеке» – «Балерина Надежда Павлова» кӗнеки, илемлӗх редакторӗ – Наталия Орлова.

 

Хамăр инф.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев