Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗлӗк чăваш ачине ратнери чи ватă çын ят хунă

Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалласа, районти «Теччӗ çӗрӗн йăли-йӗрки» таврапӗлӳ эстафетин шайӗнче Çармăс ял хутлăхӗн библиотекинче чăваш халăхӗн çуралнă ачана ят хурас йăлине кăтартса пачӗç.

Ӗлӗк ача çуралсан ятарлă йăла туса ирттеричченех ятсăр шутланнă. Ятсăрлăх пӗр кунран пуçласа икӗ эрнечченех тăсăлма пултарнă. Ят хурас йăлана çиччӗмӗш кун ирттерсен аванрах тесе шутланă. Ят хурас куна питӗ тӗплӗн хатӗрленнӗ. Ача çуралнă килте ятарлă апат-çимӗç пӗçернӗ: сыр тунă, çăкăр, пăтă, яшка пӗçернӗ, сăра вӗретнӗ. Вара чи çывăх тăванӗсене хăнана чӗннӗ.

Йăлан малтанхи пайне пӳртре ирттернӗ. Пухăннисем алла çăкăрпа сыр татăкӗ тытнă та уçă алăк еннелле пăхса Турра кӗлтунă. Этеме Турă чун панине шута илсе вӗсем унран ачана сывлăх, вăрăм ӗмӗр пама ыйтнă.

Унтан пуçтарăннисем картише тухнă. Ачан ашшӗпе амăшӗ тата тăванӗсем Турра парне – пăтă тата сăра – парас йăлана ирттернӗ, пӳлӗхçӗрен ачана халь пурăнакан вырăнта та, ютра та сыхлама ыйтнă. Ачана ватăличчен пурăнма суннă. Тин çут тӗнчене килнӗ пепкене ратнери чи ватă çын ят панă. Вăл ята хăй те суйлама пултарнă, ашшӗ-амăшӗпе арçын тăванӗсен сӗнӗвӗсене те ыйтнă. Лешсем маларах шухăшласа хунă ята каласан «çапла пултăр!» тенӗ. Вара ачана пурте çав ятпа чӗнме пуçланă.

Ят панă хыççăн тăвансем каллех пӳрте кӗнӗ. Амăшӗ ачине ятран чӗнсе сӗтел хушшине чӗннӗ. Киле каяс умӗн хăнасем пӗчӗк ачана каллех ырлăх-сывлăх, ашшӗ-амăшӗшӗн тӗрев пулма суннă, ачапа амăшне парне – укçа е япала – панă.

Лидия КАРАЕВА.

Теччӗ районӗ,

Çармăс.

Автор сăнӳкерчӗкӗнче: ачана ят хурас йăлана ирттернӗ самант.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев