Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Лоренцо Куинн Хусанта мӗн туса çӳрет?

Республика, Хусан кунӗ умӗн ES Gallery Studio галерейăра Итали скульпторӗн куравӗ уçăлчӗ


 
Республика, Хусан кунӗ умӗн ES Gallery Studio галерейăра  Итали скульпторӗн куравӗ уçăлчӗ
 
Хусанта URBAN бизнес-центрти  Элина Сафарован ES Gallery Studio хальхи искусство галерейинче тӗнчипе паллă Итали скульпторӗн Лоренцо Куинн пултарулăхне халалланă курав-вернисаж уçăлчӗ. Пысăк мар залра, тӗпрен илсен, скульпторăн виçӗ ӗçӗ тата унăн скульптурисене вырнаçтарнă вырăнсен сăнӳкерчӗкӗсем.
 
Халиччен Раççейре Лоренцо Куинн куравӗсем пӗр хулара та иртмен, паллах, унăн скульптурисем хальхи искусство произведенийӗсене кăмăллакан коллекционерсем патӗнче пулнă. Сăмах май, Хусанти галерейăра курава тăратнă экспонатсене те Лоренцо хăй кӳрсе килмен, унăн талантне кăмăллакан вырăнти коллекционерсем панă. 
Лоренцо Куинн – Америка киноактерӗ Энтони Куинпа Итали дизайнерӗ Иоланда Аддолори çемйинче çуралнă. Ачаранах ӳнер искусстви çывăх пулнă ăна, çитӗнсе çитсен Лоренцо Нью-Йоркри университет тата чечен искусствăсен академийӗнче вӗреннӗ. Кинора та ӳкерӗннӗ (пит паллăраххисем: «Страдивари» (çамрăк сӗрме купăс ăсти) тата «Дали» (эпотажлă çамрăк Сальвадор Дали ӳнерçе выляса кинопремие те тивӗçнӗ). Малтанах картинăсем çырассипе пурнăçне çыхăнтарма шутланăскер, тем вăхăтран Лоренцо скульптура искусстви çине куçать. Тӗнче пуçланнăранпах паллă философи чăнлăхне кӗлетке урлă куракан патне çитерет. Нумай-нумай çӗрте – Нью-Йорк, Венеци, Гонконг, Токио, Барселона, Монако, Дубай, Гиза пирамиди –  ăнăçлă куравсем ирттерни автор тӗрӗс çул суйласа илни çинчен калать. Лоренцо ӗçӗсенче алăсем тăтăш тӗл пулаççӗ, этем кӗлеткин чи кăткăс пайӗ скульпторшăн, анчах алăсем пулăшнипе тӗп шухăша калама ансат тесе шутлать Лоренцо. Акă галерейăра Венецире уйăхлăха курава тăратнă вăтам ӗмӗрсенчи çурта тӗкӗлесе тăракан алăсем, ӳнерçӗ ку экспоната пӗрре усă курнă япаласенчен ăсласа тунă. Юрату çинчен калакан тăватă пайран тăракан скульптурăн пӗрремӗш пайне курава тăратнă. Çак чеченлӗхпе ачашлăх çинчен калакан композицие пурте пӗр пек ăнлачӗç-тӗр, ӗненӳ, шанчăклăх унăн тӗп шухăшӗ: арçын аллинче хӗрарăмăн черчен алли. Лоренцо Куинн ӳнер ӗçӗпе скульптурăран мӗншӗн иккӗмӗшне суйласа илнине те ăнлантарчӗ: чылай чухне скульптура пурнăçри танмарлăхсене якатать. Тӗслӗхрен, кӗлеткесене темӗнле тӗсесе пăхсан та раса ыйтăвӗ сиксе тухмӗ. Камăн ӳт тӗсӗ мӗнлерех пулнине куракан палăртаймасть. Ӳнерçӗсен картининче вара çакăн пек самантсене асăрхамасăр иртеймӗн.  
«Çутçанталăк вăйӗсем» циклти «Турă алли» ятлă скульптура пурте лайăх пӗлекен притча çинче никӗсленнӗ. Этем хăйӗн йывăр пурнăçӗ пирки Турра ӳпкелешет: эсӗ мана юрататăн, ялан манпа пӗрле тетӗн. Мӗншӗн хăйăр çинче икӗ ура йӗрӗнчен пӗри çухалать? «Эпӗ сана алă çине илсе утнипе пӗр йӗр çеç унта», – хуравланă кăна Турă. 
Курава уçнă çӗрте ТР культура министрӗ Ирада Аюпова тата Хусан мэрӗ Ильсур Метшин пулчӗç. 
Курав октябрӗн 1-мӗшӗччен пырать. Галерея кашни кун 12.00 – 20.00 сехетсенче ӗçлет, тӳлевсӗрех кӗрсе курма пулать.
 

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: выставка