Луганск тăрăхне Хусантан пулăшу
Пысӑк тиевлӗ 9 машина 140 тонна ытла чи кирлӗ тавар: шкул хатӗрӗсем, канцеляри таварӗсем, ача-пӑча валли сӗтелçи вӑййисем, апат-çимӗç илсе çитерчӗ хальхинче. «Единая Россия» парти çаплах СВОри салтаксем валли те парнесем хатӗрленӗ.
Тутарстан шефа илнӗ Лисичанскпа Рубежное (Луганск Халăх Республики) хулисене «Единая Россия» партин регионти уйрӑмӗ тăрăшнипе пухнӑ гуманитари пулӑшӑвӗн черетлӗ колонни августăн 11-мӗшӗнче Хусантан тухса кайрӗ. Ăна ӑсатма ТР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ, «Единая Россия» партин Тутарстан регионӗнчи уйрăмӗн Секретарӗ Фарид Мухаметшин хутшӑнчӗ.
ТР Раисӗ Рустам Минниханов пуçарнипе иртекен «Шкула пуçтарӑнма пулӑш» акци витӗмӗпе Лисичанскпа Рубежное хулисене вӗренекенсем валли икӗ пин шкул рюкзакӗпе хатӗрсем ăсатнă. РФ Патшалӑх Думин депутачӗ, Çемье, хӗрарӑмсен тата ачасен ыйтӑвӗсемпе ӗçлекен комитет пайташӗ Татьяна Ларионова журналистсемпе калаçнӑ май проект Тутарстанра 2007 çултанпа ӑнӑçлӑ пурнӑçланнине аса илтерчӗ. «Единая Россия» партире тăракансем нушаллӑ тата нумай ачаллӑ çемьесене çӗнӗ вӗренӳ çулне хатӗрленме пулӑшаççӗ. ТР Вӗрентӳпе наука министерстви кашни çулах чи кирлӗ япаласен списокне йӗркелет. Тӑваттӑмӗш çул ку акцие Лисичанскпа Рубежное хулисем хутшăнаççӗ.
Хальхинче гуманитари пулăшăвне йӗркелеме РФ Патшалӑх Думин тата ТР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем хутшӑннӑ. РФ Патшалăх Думин депутачӗсем Илья Вольфсонпа Айрат Фаррахов шывпа тивӗçтермелли хатӗрсем, строительство материалӗсем, пилотсӑр çар техники, çавӑн пекех госпитальти салтаксем валли костыльсем, туясем панă.
ТР Патшалӑх Канашӗн хӗрарӑм-депутатсен «Мәрхәмәт –Милосердие» ыркăмăллăх пӗрлешӗвӗн ертӳçи Алсу Набиева кинологсен служби валли 375 килограмм йытă апачӗ туяннă.«Единая Россия» партин «Çамрăк Гвардийӗ» УАЗ тата Шевроле-Нива машинăсем ăсатнă. Ваннă машинăсене юсамашкăн запас пайсем чылай ăсатнă. Çаплах самосвал, кирпӗч, тумтир, апат илсе кайнă волонтерсем.
Сăнӳкерчӗк ТР Патшалăх Канашӗн сайтӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев