Май уйăхӗн 14-16-мӗшӗсенче Хусанта çамрăк поварсен турнирӗ пулать
Ислам тӗнчин çамрăк поварӗсен халăхсем хушшинчи турнирӗ кăçал та «Раççей — Ислам тӗнчи: KazanForum» форумăн (май уйăхӗн 13-18-мӗшӗсем, Kazan Expo курав центрӗ) чи тутлă пайӗ пулать. Май уйăхӗн 14-16-мӗшӗсенче кунта Египет, Малайзи, Сауд Аравийӗ, Турци — пурӗ 12 çӗршывăн 25 çула çитмен чи пултаруллă 16 поварӗ Юнус Ахметзянов ячӗллӗ халăхсем хушшинчи турнирта хăйсен çӗршывӗн апат-çимӗçне хатӗрлесе ăмăртаççӗ. Вӗсен пултарулăхне 13 çӗршыв судйи хаклать.
Турнир шучӗпе иккӗмӗш. Кун çинчен «Татар-информ» агентствăра иртнӗ пресс-конференцире ТР Рестораторсемпе отельерсен Ассоциацийӗн президенчӗ Зуфар Гаязов, ТР тата Хусан хулинчи рестораторсемпе отельерсен ассоциацийӗн генеральнăй директорӗ Галина Шарафутдинова, турнир жюрийӗн председателӗ Андрей Саховский, жюри пайташӗсем Рустам Рахимовпа Алексей Чернов каласа пачӗç.
Турнир хӳттипе çаплах тата профильлӗ вӗренӳ заведенийӗсенче повар-кондитера вӗренекен студентсен хушшинче Пӗтӗм Раççейри «Юниорсен лиги» те пулать. Пӗлтӗр унта 6 команда хутшăннă пулсан, кăçал — 18. Галина Шарафутдинова унта командăсем Тутарстанри муниципаллă районсенчен, Санкт–Петербургран, Свердловск облаçӗнчи Каменск Уральскран тата Мускав облаçӗсенчен килеççӗ. Вӗсенчен чи пултаруллине кăçал Раççейри чи паллă шеф-кондитерсенчен пӗри Нина Тарасова хаклать. Çапла майпа тӗнчери чи чаплă шеф-поварсемпе паллашма, вӗсенчен вӗренме кăна мар, ют çӗршывсене стажировкăна кайма, чи лайăх ресторансене ӗçе вырнаçмалли май та ку.
Турнир конкурсанчӗсен 1,5 сехет хушшинче виçӗ тӗрлӗ апат: закуска, вӗри апат тата десерт хатӗрлесе ӗлкӗрмелле.
— Апат тути çине кăна мар, презентацие те питӗ пысăк тимлӗх уйăратпăр. Урăхла каласан, турилккере мӗнле-мӗнле ингредиентсем пуррине кăна мар, çӗршыв историне кăтартма пӗлмелле, — жюри мӗне тимлӗх çине уйăрассине халех каласа хучӗ жюри председателӗ Андрей Саховский.
Сăмах май, Хусанта иртекен поварсен турнирне мӗнле хакланине ислам тӗнчи çӳллӗ шайра хаклать. Ытти çӗршывсемпе танлаштарсан, поварсене пултарулăха кăтартма мӗнпур майсемпе оборудованипе тивӗçтереççӗ. Тӗп продуктсене турнир хуçисем туянаççӗ, конкурсант хăйӗн çӗршывӗнче кăна пур специсемпе продукта кăна пӗрле илсе килет.
Хусан турнирӗн тепӗр хăйевӗрлӗхӗ те пур: конкурсантсем хатӗрлекен апата жюрисӗр пуçне курма килнисем пурте тутанса пăхма пултараççӗ. Çавăнпа йӗркелӳçӗсем хусансене ку турнира килсе курма йыхравларӗç. Конкурсантсем çав кунсенче 12 сехетчен ăмăртаççӗ, ун хыççăн хатӗр апата жюри хаклать. Унтан курма килекенсене тутантараççӗ. Çапла майпа хусансемпе хăнасен 8 халăх — Раççей (вырăс, тутар), Ливан, Сауд Аравийӗ, Азербайджан, Турци, Малайзи, Индонези — кухнин апачӗпе паллашма май пур.
— Эпир 1,2,3 вырăнсем парса хакламастпăр, турнира килнӗ кашни конкурсант уйрăм номинацие тивӗçсе çӗнтерӳçӗ пулать, — терӗ Андрей Саховский конкурсантсене хакламалли йӗркепе.
Пӗлтӗр Гран-прие Марокко поварӗ тивӗçнӗ. Африка çӗршывӗнчен питӗ пысăк чăрмавсемпе Хусана çитнӗскер, çӗнтерӗве алăран вӗçертмен.
Раççей чысне кăçал пултаруллă çамрăк повар Рамиль Гаязов хӳтӗлет. Вăл осетр пулăран закуска, хурпа сморчок кăмпаран вӗри апат тата йӳçӗ кăшкартан (щавель) десерт хатӗрлеме палăртать. Эппин, ăнăçу сунар ăна.
Раççей тата ют çӗршывсен паллă шеф-поварӗсен мастер-класӗсем те пур планра. Мероприятие сывлăх енчен хавшак тата тăлăх ачасене ятарласах йыхравлаççӗ. Май уйăхӗн 14,15 тата 16-мӗшӗсенче вӗсем шеф-поварсемпе пӗрле апат-çимӗç хатӗрлеççӗ.
Çамрăк поварсен турнирӗнче кăçал çӗнӗлӗх те пур. Кăçал пуçласа Тутар кухнин музей экспозицине кăтартаççӗ. Йӗркелӳçӗсем унта тутар гастрономийӗ 1980 çултанпа паянхи кунчченхи мӗнле аталанса пынинпе паллаштарасшăн.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев