Майăн 7-мӗшӗ 80 çул каялла
Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин 1416-мӗш кунӗ. Çӗнтерӳччен 2 талăк
– Реймс хулинчи союзниксен штаб-хваттерӗнче Германи капитуляци туни çинчен протокола алă пуснă. Нимӗç фашисчӗсен «Центр» çарӗсен командующийӗсӗр пуçне ыттисем май уйăхӗн 8-мӗшӗнче çӗрле 12 сехетре çапăçма чарăнма килӗшнӗ.
– 1-мӗш Украина фрончӗн çарӗсем нимӗçсен Дрезденри оборонине татса Прагăна çул уçнă.
– 1-мӗш Белорусси фрончӗ Эльба патне тухса Магдебургран хӗвелтухăçнелле вырнаçнă Гентин, Цербст, Шенхаузен, Шартау тата ытти ял-хулана илнӗ.
– Совет командованийӗ радиопа Борнхольм утраври гарнизона парăнма хушсан лешсем килӗшменнипе Борнхольмăн Ренне портне (унта нимӗç фашисчӗсен çар гарнизонӗн штабӗ пулнă) авиаципе флот çӗрпе танлаштарнă.
Сăнӳкерчӗк vk.com/tat_museum сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев