Майăн 9-мӗшӗнче эрех суттармаççӗ
Май уйăхӗн 9-мӗшӗнче хăрушсăрлăхпа тивӗçтерес шутпа Хусан хулин урамӗсенче, парксемпе скверӗсенче тата халăх йышлăн пухăнакан ытти вырăнӗсенче эрех суттармаççӗ, чару обществăлла апатлану вырăнӗсене пырса тивмест. Кун çинчен постановление ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин алă пуснă.
Асăннă мерăна Хусан хулин Астрономическая, Бауман, Бондаренко, Большая Красная, Профсоюзная, Пушкин, Университетская, Чернышевский урамсенче, 1-мӗш Май, Ирӗклӗх тата Хусан 1000 çуллăхӗн тӳремӗсенче, Кремль çумӗнчи Набережнаяра, Горький ячӗллӗ, Çӗнтерӳ, Черное озеро, Ленинский сад, парксенче, Баки Урманчи, Ильгам Шакиров, Лев Толстой, Константин Котельников, Лобачевский урамӗнчи Медицина ӗçченӗсен скверӗсенче, «Казан» çемье центрӗ умӗнчи тӳремре халăха хăрушсăрлăхпа тивӗçтерес тӗллеве йышăннă. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев