Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Мăкшел кăмпи çумăр çăвасса кӗтмест

Япалана тӗплӗн тăвас тесен технологие пăхăнмалла. Çапла кăна лайăх тухăç илме пулать.

– Халăхпа калаçнă хыççăн ывăлăм сӗннӗ шухăшпа ӗçлеме, тӗпчеме тытăнтăм, – каласа парать  Аксу районӗнчи Кивӗ Мăкшел ялӗнчи кăмпа цехне мӗнле йӗркелесе яни пирки Анатолий Самаренкин. – Шыраса тупрăм кăмпа ӳстерекенсене, Анатолий Семенушкинпа кайса курса, паллашса килтӗмӗр. Шампиньон ӳстернине те куртăмăр, ыттине те. Пуринчен те ытларах вешенка кăмпин тухăçӗ кăсăклантарчӗ. Технологине пăхăнса ӳстерсен лайăх тухăç илме пулать.

Çак кăмпана ӳстерме шутларăмăр. «Вамин» хуçалăх ун чухне пӗтсе пыратчӗ. Çуртне турткаланмасăрах пачӗç. Тӗрӗссипе унăн кӳлепи кăначчӗ ӗнтӗ унта, урайӗ те, маччи те, алăкӗ те, чӳречисем те çук. Кивӗрен çӗнӗ тăвасси çăмăл мар. Çапах йӗркелесе хута ятăмăр. Кăмпа ӳсме пуçларӗ. Анчах япалана тӗплӗн тăвас тесен пӗтӗм технологи сыпăкӗсене тӗрӗс туса пымалла. Производствăн культури, санитари нормисем çине пусăм тумалла. Çак йӗркене пăхăнмасан ӗç нумая тăсăлаймасть, арканма пуçлать. Производствăна ӳстерме сӗнсе кивӗ ферма лаптăкӗсене те илме сӗнчӗç пире. Анчах та килӗшмерӗмӗр. Хамăр çӗннине тăвас терӗмӗр.

Кăмпа завочӗн проекчӗпе Борис Тихомиров юлташ пулăшрӗ. Малтан кăмпа ӳстерессине промышленность масштабӗсемпе йӗркеленӗ вырăнсене çитсе куртăмăр. Саратова, Шупашкара, Мускав çумне кайса килтӗмӗр, унтан хамăрăнне тума тытăнтăмăр. Кивӗ цехра тумламăн-тумламăн шăвараттăмăр пулсан, çӗннинче тӗтре тăвакан оборудовани вырнаçтартăмăр. Ăна Саратовра тăваççӗ. Процеса йăлтах автоматизациленӗ, кашни минутран форсункăсем субстрат тултарнă хутаçсем çине шыв пӗрӗхеççӗ. Цехри вăтам температура 14-16 градус пулмалла. Ӗçлекенсем халӗ кунне икӗ хут кăмпа пуçтараççӗ, вăл пысăкланса, ватăлса ӗлкӗреймест. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Производство