Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Максим Крайнова республика наградипе чысларӗç

Кӗçӗн сержант кайнăранпах Тутарстанран мобилизациленнисен мотострелок полкӗнче неонацистсемпе кӗрешет

Максим Игоревич Крайнов (2000 çулхи) – Тутарстанра йӗркеленнӗ 1232-мӗш мотострелок полкӗн кӗçӗн сержанчӗ. Ятарлă çар операцине тулли мар мобилизаципе 2022 çултанпа хутшăнать. Çулӗсене кура мар маттур вăл. 2023 çулхи сентябрӗн 23-мӗшӗнче Тӗп çар округӗн 2-мӗш гварди Хӗрлӗ Ялавлă пӗтӗм çарсен арми командованийӗн «За отличие» паллине, 2024 çулхи июлӗн 1-мӗшӗнче РФ Президенчӗн Указӗпе «За спасение погибавших» медале тата ТР Раисӗн Указӗпе «За заслуги перед Республикой Татарстан» орден медальне тивӗçнӗ.

Кăмăла мар, çирӗп хул-çурăма курах позывнойне Бугай суйланă-тăр Çарăмсан районӗнчи Акрель каччи. «Шухăшламасăр чӗрре кӗрсе крутта сиксе ӳкекен ача мар вăл пирӗн. Çав тери кăмăллă, йӗркеллӗ, ашшӗ-амăшне хисеплекен», – çамрăк ентешне пӗлтӗр февралӗн 23-мӗшӗнче ТР Раисӗ Р.Минниханов «За заслуги перед Республикой Татарстан» орден медалӗпе наградăланинчен пӗрре те тӗлӗнменнине палăртрӗ ял çамрăкӗсене тепӗр чух ашшӗ-амăшӗсенчен те лайăхрах пӗлекен Акрель ял клубӗн ертӳçи Лидия Дмитриевна Квакова.

Оборона министерствин Тӗп управленийӗн Мускав облаçӗнчи Сергиев Посад хулинчи стратегилле пӗлтерӗшлӗ ракета çарӗн чаçӗнчен 2019 çулта кăна демобилизациленнӗ Максим Крайнова тулли мар мобилизаци пуçлансан повестка памасăр ниепле те хăварманнине те ăнланмалла, çар специальноçӗ кирли ун – БТР наводчикӗ.

– 2022 çулхи сентябрӗн 27-мӗшӗнче ял хутлăхне шăнкăравласа эп ăçтине, ăçта ӗçленине пӗлнӗ. Сентябрӗн 28-мӗшӗнче çар комиссариатӗнчен хама шăнкăравларӗç, даннăйсене тӗрӗслеме тесе хăйсем патне килме каларӗç. Çар комиссариатӗнчех повестка та пачӗç. Лăпкăнах йышăнтăм темелле пуль. Мобилизаципе кайнă юлташсем пурччӗ ӗнтӗ ман. Вӗсене шăнкăравласа мӗнле-мӗнле экипировка туянмаллине, хампа мӗн илмеллине ыйтса пӗлтӗм, – повестка уншăн кӗтменлӗх пулманнине каларӗ Максим пирӗнпе фронтранах çыхăнăва тухса. 

Асăнса хăварам, ятарлă çар операцине кайиччен вăл Çырчаллинчи «Евростиль» компанире металл конструкцисен монтажникӗ пулса садик-шкул строительствисенче тăрăшнă.

Паллă полководецăн А.Суворовăн «Вӗренӳре йывăр та çапăçура çăмăл» тенӗ сăмахӗсем паянхи куншăн та çивӗччине куратпăр. 

– Çар службинчи опыт пуррипе нумай япала ăнланмалла маншăн. Атту кунта салтакра автомат та тытса курман çынсене те тӗл пулма тиврӗ. Эпир вара нумай переттӗмӗр, кашни эрнерех, – çарти хăнăху ятарлă çар операцийӗнче çав тери пулăшнине асăнчӗ ентешӗмӗр.

Кӗçӗн сержант кайнăранпах Тутарстанран мобилизациленнисен 1232-мӗш мотострелок полкӗнче неонацистсемпе кӗрешет. Взводран ротăна кăна куçнă. Малтанласа медицина взводӗнче калама çук йывăр та, çав тери кирлӗ заданисене пурнăçланă вăл. Нумай тӗллевлӗ, броняллă МТЛБ çăмăл тягачпа аманнисене 8 уйăх эвакуациленӗ, вилнисене кăларнă. Çав вăхăтра передовойӗнчен аманнă миçе салтака тăшман вут-çулăмӗ айӗнчен илсе тухнине, паллах, шутламан. 

– Авдеевка енче эвакуацие талăкне 4-шар хут кайни те пулчӗ. Кашнинче аманнă 6-7-шер çынна кăлараттăмăр, – терӗ вăл кун пирки ытлашши сăмах вакламасăр.

Шăп çавăн чух кăтартнă паттăрлăхшăн РФ Президенчӗн 2024 çулхи июлӗн 1-мӗшӗнчи Указӗпе «За спасение погибавших» медале панă та ăна. Хальччен илнӗ наградисенчен хăшӗ чуна хаклине ыйтсан та ентешӗмӗр çак медале асăнчӗ. Çав 8 уйăхра мӗн курни-тӳснинчен ытла салтаксен пурнăçне сыхласа хăварма пулăшни уншăн темрен те хаклăрах.

Кӗçӗн сержант хальхи вăхăтра тата яваплăрах ӗç пурнăçлать. 1232-мӗш полкăн 5-мӗш мотострелок ротин аслă техникӗ вăл. Донецк Халăх Республикинчи Покровск направленире неонацистсене хирӗç кӗрешет.

– Манăн тӗп задача халӗ техникăна тӗрӗс эксплуатацилесси тата тӗрӗс маршрут палăртма расчетсем тăвасси, – терӗ вăл кун пирки. 

Çитес вăхăтра званипе ӳстерессине те пӗлтӗмӗр. Хăй каланă тăрăх, кирлӗ документсем хатӗр, прапорщик званине парасса кӗтет. Званипе пӗрле яваплăхӗ тата ӳсесси çинчен ыйтсан вара: «Ахаль те нумай ыйтаççӗ пиртен. Машинăсем çуннăшăн, çынсене çухатнăшăн...»  – яваплăха хăнăхнине пӗлтерчӗ кӗçӗн сержант.

2024 çулхи февралӗн 23-мӗшӗнче СВО паттăрӗсемпе пӗрле Максим Крайнова та Хусанти Салих Сайдашев ячӗллӗ Пысăк концерт залне чӗнсех «За заслуги перед Республикой Татарстан» орден медалӗпе чысларӗç, унтан ТР Раисӗпе Рустам Нургалиевич Миннихановпа тӗлпулура пулчӗ. Кун пек наградăна ахаль памаççӗ, Максим та ăна фронтри паттăрлăхшăн тивӗçнӗ. Çапах та сăпайлă чăваш каччи асра юлакан çак самант çинчен пит нумаях сăмах вакламарӗ.

– Медвзводраччӗ-ха эпӗ ун чух, «За заслуги перед Республикой Татарстан» орден медальне парассине пӗлмен те, командирсем тăратнă. 2024 çулхи февралӗн 16-мӗшӗнче отпуска киле каймаллаччӗ ман. Командир: «Çук-ха, февралӗн 19-20-мӗшсемсӗр ямастпăр, награждение каятăн», – тет. Ун чухнехи батальон командирӗпе Андрей Иванович Трошинпа пӗрле награждение Хусана килтӗмӗр ун чух, – терӗ çеç.

Этем теме те хăнăхать, çав шутра фронтри йывăр условисене те, анчах çывăх юлташсене çухатнине мар.

– Паллашса туслашса каятăн кăна – çухататăн. Кам 200-й, кам 300-й. Хамăр ротăра та акă мобилизаципе кайнисем эпир виççӗн кăна юлтăмăр... – сасси улшăнчӗ çамрăк салтакăн. Мӗн чухлӗ пулнă унăн кун пек çухатусем çак 4-мӗш çул пыракан вăрçăра – куç умне кăларма та йывăр. Ятарлă çар операцийӗнче пӗр Тутарстанран кăна 5 пин ытла салтак пуç хучӗ пулсан. 

Хальччен историре те пулман хăрушă вăрçăн окопӗсенчи кашни салтакăн, çав шутра Акрель каччин те, пӗр ӗмӗт халӗ – киле сывă таврăнма. Максим – Галина Васильевнăпа Игорь Георгиевич Крайновсен кӗçӗн ачи. Аслисем хӗрсем пулнипе йăха малалла унăн тăсмалла. Пӗртен-пӗр ывăлӗшӗн питӗ пăшăрхансан та ырра шанать ашшӗ-амăшӗ. Пӗлтӗр, тӗслӗхрен, шăп хăйӗн çуралнă кунӗнче, декабрӗн 3-мӗшӗнче, килте пулни те пысăк савăнăç вӗсемшӗн. Тӗпкӗчӗ черетлӗ отпуска таврăнасса кӗтеççӗ халӗ.

– Кашни аннешӗн пӗтӗм ачи лайăх-ха, маншăн та акă Максим чи ырă кăмăлли, – ăшшăн калаçрӗ амăшӗ ывăлӗ çинчен. – Лере мӗн пулнине нимӗн те каласа памасть мана, упрать. Çыхăнăва тухсан: «Анне ăçта?» – тесе ыйтать малтан, ашшӗ çумра тесен асăрханса калаçать, эп çук чух ашшӗпе тем çинчен те калаçаççӗ пулмалла. Май пулсанах районтисем урлă-и унта, ялтисенчен-и посылка яратпăр, ку енӗпе Çырчаллинчи аппăшӗ Лена пит тăрăшать пирӗн, – вут пек çунакан чунне уçрӗ амăшӗ Галина Васильевна. 

Анне тилмӗрсе Турăран ыйтни ачисене çитет теççӗ, хальхинче те çапла пултăрччӗ. Акрель каччине Максим Крайнова эпир те киле ырă-сывă таврăнма сунатпăр.

 

М.Крайнов архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Наши герои