Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Малашне Алексеевскинчен Элмете 1сехет те 40 минутрах çитме пулать

Тутарстанра М12 магистральсӗр пуçне тепӗр тӳлевлӗ çул «Алексеевски – Элмет» пулать. Инвестор ăна 2024 çулта туса пӗтерсе 2025 çулта хута яма, çав çулах тӳлев илме тытăнма планлать.

«Автострада» АО генеральнăй директорӗ Александр Комлев Хусанта, Kazan Digital Week форумра пӗлтернӗ тăрăх, ку çул строительствин хакӗ 102 млрд тенкӗ. Унăн 25 проценчӗ харпăр инвестици, 45 проценчӗ – Тутарстан, тепӗр 30 проценчӗ Раççей бюджечӗсен укçи.

Çулпа усă курнăшăн тӳлеве «Свободный потолок» системăпа илӗç. Çулпа пробка пек чăрмавсемсӗр пыма май парать вăл. М12 пысăк хăвăртлăхлă магистраль çинче те çак системăпах усă кураççӗ. Çапла майпа  аварисен шучӗ чакӗ, автомобильсен трафикне оптимизацилӗ. Шăп çак факторсем водительсене илӗртӗç те.

Асăннă тӳлевлӗ çул пӗтӗмпе 143 çухрăм пулать. Ун тăрăх Алексеевскран Элмете 1 сехет те 40 минутрах çитме май парать. 2035 çул тӗлне инвестор талăкри трафик сехетне 26,9 пин автомобильтен кая мар пуласса шанать.

Пысăк хăвăртлăхлă магистраль  – пуласлăх çулӗ. Сентябрӗн 8-мӗшӗнче пысăк хăвăртлăхлă М-12 магистралӗн  Мускав – Арзамас участокӗ уçăлнă хыççăн пӗр эрнерех унпа 300 пин ытла автомобиль усă курнă. Мӗншӗн тесен паха та чăрмавсăр кăна мар, çул вăхăтне çичӗ сехетрен  виçӗ сехет çурăччен чакарать. Апла-тăк, «Алекеевски – Элмет» çул те автомобилистсене илӗртесси иккӗленӳллӗ мар. (О.Бердникова сăнӳкерчӗкӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество