Малтан Çăварни, унтан — концерт! Хусан РФ Президентне суйлать
РФ Президенчӗн суйлавӗ кăçал Çăварни уявӗпе тӳр килчӗ. Хусан та хӗле ăсатрӗ. Уявсем харăсах темиçе площадкăра пулчӗç. Кăнтăрла 12 сехетре «Ак Барс Арена» стадион умӗнче «Çăварни-2024» уявӗ, 14 сехетре концерт пуçланчӗ.
Кӗтсе илекен аниматорсем кашнин кăмăлне çӗклерӗç, хăйсемпе асăнмалăх сăн ӳкерӗнекенсене те хавасчӗ вӗсем. Хула çыннисемпе хăнасем тутлă икерчӗсӗр пуçне тӗрлӗ вăйăсене, мастер-классене хутшăнчӗç. Тӳрем варрине вырнаçтарнă сцена çинче вара Тутарстанри пултарулăх ушкăнӗсем пӗри теприне ылмаштарса юрă-ташăпа савăнтарчӗç. Кунтах ал ăстисен ярмаркки те ӗçлерӗ.
Çăварнире ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Ф.Мухаметшин мăшăрӗпе пулса курчӗ, пухăннисене суйлава хастар хутшăннăшăн тав турӗ:
— РФ Президенчӗн суйлавӗн виççӗмӗш кунӗ Çăварнипе тата каçару ыйтмалли кунпа тӳр килчӗ. Хамăрăн пысăк çӗршывăн, çавăн пекех Тутарстанăн та, халăхӗ туслăхпа вăйлă. Суйлава хутшăнма ирӗк пур тутарстансенчен 72 проценчӗ хăйне килӗшнӗ кандидатшăн сасăларӗ те ӗнтӗ. Суйлав участокӗсем хупăниччен, тен, ку кăтарту тата та ӳсӗ-ха. Унта çитсе килнӗ халăх малашлăхшăн яваплăха туять. Кам суйлава кайма ӗлкӗреймен, ташлăр, савăнăр, икерчӗ çийӗр те çӗнӗ вăйпа суйлав участокӗсене кайăр. Çакăн пек пысăк пулăмран хӗрринче ан юлăр, — терӗ вăл шӳтлӗн суйлава ӗлкӗрейменнисене васкама ыйтса.
Çăварни хыççăн, 14: 00 сехетре кунта Раççей Президенчӗн суйлавне халалланă концерт пуçланчӗ. Сăмах май, концерта суйлавра панă браслетсемпе тӳлевсӗрех кӗртрӗç. Концертăн хăнисем Хабиб, «Иванушки International», «Хор Турецкого», «Кар-мэн» тата Ваня Дмитриенко паллă юрăçсемпе ушкăнсем пулчӗç. (М.Захаров, «Татар-информ» ИА, О.Бердникова тата С.Садыкова сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев