Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Манго юртакансене асăрхаттаратпăр

Вилмеллех чирлеттерекен Нипах вирус манго çимӗçрен ерме пултарать иккен

Ку чир Индире сарăлнă. Лабораторисенче тӗпченӗ тăрăх ăна сараканнисем «вӗçекен тилӗсем», вӗсен тепӗр ячӗ «улма-çимӗç шăшийӗсем». Нипах чирӗпе аптракансен шучӗ кашни çулах манго тухăçне пуçтарнă хыççăн йышланать тесе çыраççӗ Интеренет-сервиссем. Тутлă пылак çимӗçе Pteropus текен улма-çимӗç шăшийӗсем кăшлама юратаççӗ иккен.   Вӗсем хăйсен инфекциллӗ сӗлекине манго çинче хăвараççӗ, виçӗ кун иртмесӗр те çиме юрамасть ăна, тытмалла та мар.  

Тӗнчере çуллен пуçтарса илекен манго тухăçӗн çур пайне Индире пăхса ӳстереççӗ. Анăç Бенгали штатӗнче – нумай пулмасть шăпах унта виçӗ çын вăйлă чирли çинчен пӗлтернӗччӗ – улма-çырла сачӗсем нумай. Манго лаптăкӗ ку тăрăхра 100 пин гектара та çитет. Паллах, «вӗçекен тилӗсен» пысăк колонийӗсем те йышлă. Тӗпчевçӗсм 2023 çулта вӗсене тӗрӗслесе акă мӗнле пӗтӗтмлетӳсем тунă – чылайӗшӗн антителасаем пур. Апла ку чӗрчунсем нипахпа чирлесе ирттернӗ. Апла чăнах та чир сăлтавӗ «вӗçекен тилӗсенче».

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Здоровье