Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Манӑн çӗршыв — манӑн Раççей» конкурс 21 хут иртет

Тутарстан çыннисем пурнӑç пахалӑхне лайӑхлатма тата социаллӑ экономика ыйтӑвӗсене татса пама пулӑшакан проектсене Пӗтӗм Раççейри «Манӑн çӗршыв — манӑн Раççей» конкурса хутшăнса пурнӑçлама пултараççӗ. Заявкӑсене сентябрӗн 30-мӗшӗччен йышӑнаççӗ.

«Россия — страна возможностей» автономлă коммерциллӗ мар организаци пӗлтернӗ тăрăх 14 çултан пуçласа 35 çулчченхи çамрӑксем пур номинацире те хутшӑнма пултараççӗ. 35 çултан иртнисем «Моя педагогическая инициатива» тата «Моя семья: преемственность, ценности и смыслы» номинацисене суйласа илме пулать. Кăçал 14 çултан кӗçӗнреххисем валли «Волшебные нити родословной» ятарлӑ номинаци кӗртнӗ.

2024 çулта Пӗтӗм Раççейри «Манӑн çӗршыв — манӑн Раççей» 13 номинацире иртет. Çӗнӗ сезонра çемьери хаклӑхсене, йӑла-йӗркесене тата ӑрусен историлле астӑвӑмне çирӗплетесси çине пысăк тимлӗх уйăрнă.

Çӗнтерӳçӗсем укçан преми, партнер организацисенче стажировка иртме тата унтах ӗçе вырнаçма, федераци шайӗнчи площадкăсенче иртекен мероприятисене хутшӑнма май пур. Çавӑн пекех çӗнтерӳçӗсене «Больше, чем путешествие» программӑпа çулçӳреве тухма сертификат параççӗ.

Регион тата федераци шайӗнче финалистсемпе çӗнтерӳçӗсен проекчӗсене информаци пулӑшӑвӗ, авторсене харпӑр тата професси хӑнӑхӑвӗсене аталантаракан вӗрентӳ форумӗсемпе программисене хутшӑнма май туса парассине кӗртсе хӑварнӑ конкурс йӗркелӳçисем.

Проект авторӗсене пӗр сезон хушшинче пулăшнипе кăна çырлахмаççӗ. Çак тӗллевпе 2016 çулта конкурс выпускникӗсен Ассоциацине йӗркеленӗ. Пӗрлешӳ шайӗнче малалла пулӑшу илме, опытпа ылмашӑнса пӗрлехи çӗнӗ проектсене пурнӑçа кӗртме пулать. 

Йӗркелӳçӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, конкурс амбициллӗ проектсене пурнăçлама пулăшать, туслӑ пӗрлӗхре ӗçлеме майсем туса парать.

Заявкӑсене йышӑнса пӗтернӗ хыççӑн проектӑн заочно экспертизи иртет. Октябрӗн 20-мӗшӗсенче конкурсӑн тепӗр тапхӑрне иртекен 300 ытла финалиста палӑртӗç. Виççӗмӗш тапхӑр шайӗнче (октябрӗн 21-мӗшӗнчен пуçласа ноябрӗн 21-мӗшӗччен) дистанци формачӗпе финалистсен хӑйсен проекчӗсене хӳтӗлӗç. Кун хыççăн эксперт канашне хутшӑнакансем кашни категорире, «Волшебные нити родословной» номинацисӗр пуçне, чи лайӑх проектсен виçӗ авторне палӑртӗç. Тӑваттӑмӗш тапхӑрта, ноябрь уйӑхӗнче çӗнтерӳçӗсене чысласси иртет.

Конкурспа номинацисем пирки тӗплӗнрех проект сайтӗнче е «Россия — страна возможностей» сайтра пӗлме пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: конкурс