Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Марье аппа 95 çул тултарчӗ

Июлӗн 1-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплӑк ялӗнче пурӑнакан Мария Николаевна Васильева 95 çул тултарчӗ. Ӑна саламлама район пуçлӑхӗн çумӗ Алексей Егорович Ярухин, Алешкин Саплӑк ял хутлӑхӗн пуçлӑхӗ Пётр Николаевич Артемьев тата ялти культура ӗçченӗсем килсе çитрӗç. Мария Николаевнăна ырлӑх-сывлӑх, телей, вӑрӑм ӗмӗр сунчӗç.

Хӑнасем Марье аппана чечек çыххи тата Раççей Президенчӗн В. В. Путинӑн саламлă çырăвне пачӗç. Культура ӗçченӗсем юрӑ парнелерӗç.
Мария Николаевна вӑрçӑ ачи, тыл ӗçченӗ, нумай ача амӑшӗ. 95 çулхи кинемей хăй пурнăçӗнче нумай нуша курнă (М. Н. Васильева пирки кăçал «Сувар» хаçатра тӗплӗн çырнăччӗ. — Ред.). Йывӑрлӑхсен умӗнче парӑнман хӗрарӑм паянхи кун та çирӗп кӑмӑлпа ларать, пурнӑç çине тав туса кӑна пӑхать. Çывӑх çыннисене ырӑ сӑмахпа пехиллет: «Ман пек нумай пурӑнӑр», — тет вӑл ӑшшӑн йӑл кулса.


Мария Николаевнăна нумай çул ӗнтӗ хӗрӗ Ольга пӑхать. Ытти ачисем те, мӑнукӗсем те тӑтӑшах килсе çӳреççӗ. Паян унӑн, мăшăрӗпе пӗрле 6 ача ӳстернӗскерӗн, савӑнмалӑх та, мухтанмалӑх та пур вӗсемпе: 21 мӑнук, 32 кӗçӗн мӑнук тата кӗçӗн мӑнукӗн ачи те пур. Вӑрӑм ӗмӗрӗн вӑрттӑнлӑхне Марье аппа пире каласа кӑтартмарӗ пулин те, вӑл мӗнре пулни ун çине пӑхсассӑнах куçкӗрет.

Наталия КЛЕМЕНТЬЕВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана