Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Трубина Марфи çуралнăранпа 135 çул çитнине халалласа

Чăвашсен паллă ача-пăча писателĕ, Чăваш АССР шкулĕпе РСФСР шкулĕн тава тивĕçлĕ учителĕ Марфа Трубина çуралнăранпа 135 çул çитнине халалланă регионсем шайĕнчи «Асăнмалăх, савăнмалăх» викторинăн Положенийӗ

1. Пĕтĕмĕшле калани  

 Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен Ассоциацийĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, Шупашкар хулин Марфа Трубина ячĕллĕ библиотеки – çемье вулавĕн центрĕ тата «Хыпар» Издательство çурчĕн «Тантăш» хаçачĕ чăвашсен паллă ача-пăча писателĕ, Чăваш АССР шкулĕпе РСФСР шкулĕн тава тивĕçлĕ учителĕ Марфа Дмитриевна Трубина çуралнăранпа 135 çул çитнине халалланă «Асăнмалăх, савăнмалăх» викторина ирттереççĕ.

Вăйă ăмăртăва Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вĕренÿ учрежденийĕсен 7–11-мӗш класӗсенче, професси вӗренӗвӗн учрежденийӗсенче (колледжсемпе техникумсенче), аслă шкулсенче вӗренекенсене, учительсене, библиотекăрьсене хутшăнма чĕнеççĕ.

 Викторина 2023 çулхи пуш (март) уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2023 çулхи ака (апрель) уйăхĕн 30-мĕшĕччен пырать.

2. Викторинăн тĕллевĕпе задачисем

2.1. Ача-пăча писателĕн, проза, драма ăстин, паллă вĕрентекенĕн Трубина Марфин тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлме хавхалантарасси;

2.2. Сумлă çыравçăн кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлне лайăх пĕлекенсене тупса палăртасси, вĕсене вăйă ăмăртăва анлăрах явăçтарасси;

2.3. Ача-пăча литературин никĕсне хывас тата ăна аталантарас, халăха вĕрентес  тĕлĕшпе пĕлтерĕшлĕ ĕçленĕ Трубина Марфипе тивĕçлипех мухтанасси, ун пархатарлă пултарулăхне асра тытасси.

 

3. Викторинăна йĕркелекенсем

3.1. Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен Ассоциацийĕ;

3.2. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ;

3.3. Шупашкар хулин Марфа Трубина ячĕллĕ библиотеки – çемье вулавĕн центрĕ;

3.4. «Хыпар» Издательство çурчĕн «Тантăш» хаçачĕ.  

                          4. Викторина хуравĕсене ярса парасси

4.1. Пултарулăх ăмăртăвне хутшăнакансем викторина ыйтăвĕсен туллин хуравĕсене зявкăпа пĕрле (1-2-мĕш хушса панисене пăхăр) хăйсен хушаматне, ятне тата ашшĕ ятне, хăш шкулта (колледжра е аслă шкулта), миçемĕш класра (ушкăнра, курсра) вĕреннине, ĕçлекенсен ĕç вырăнĕн адресне, должноçне, район, муниципалитет округĕ (хула), республика (область, край) ятне чăвашла тата вырăсла çырса 2023 çулхи ака (апрель) уйăхĕн 30-мĕшĕччен «Асăнмалăх, савăнмалăх» конкурса паллăпа childlibfil4@mail.ru электрон почтăпа е çырупа çак адреспа ямалла: Чăваш Республики, Шупашкар хули, Павлов мичман урамĕ, 66 çурт, телефон: + 7(8352)41-81-36.

 

5. Викторинăна пĕтĕмлетесси тата чысласси

          5.1. Жюри пултарулăх ăмăртăвне килнĕ хуравсене пăхса тухса хаклать, тĕрĕс те тулли хуравланисене суйласа илет, çĕнтерӳçĕсемпе призерсене палăртать.

          5.2. Викторина пĕтĕмлетĕвне Марфа Трубина ячĕллĕ библиотекин – çемье вулавĕн центрĕн сайтĕнче вырнаçтарăпăр. Пултарулăх ăмăртăвĕн çĕнтерӳçисемпе призерĕсене дипломпа чыслăпăр, хутшăннисене сертификат заявкăра кăтартнă электрон адреспа ярса парăпăр.

5.3. Чыславне Шупашкар хулин Марфа Трубина ячĕллĕ библиотекинче – çемье вулавĕн центрĕнче авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче ирттерĕпĕр.

 

Ыйтусем:

1. Марфа Дмитриевна Трубина хăçан тата хăш тăрăхра çуралнă?

2. Вăл шкула кайиччен алла тытса курнă пĕрремĕш кĕнеке мĕнле кĕнеке пулнă? Çак кĕнеке унра мĕнле ĕмĕт çуратнă?

3. Трубина Марфи хăйĕн ачалăхне хăш хайлавра сăнарлă çырса кăтартнă?

4. Трубина Марфи мĕнле паллă ĕç-пулăма пула Чĕмпĕр чăваш шкулне вĕренме кайма пултарнă?

5. Марфа Дмитриевна Трубинан хĕр чухнехи хушаматне калăр.

6. Трубина Марфи Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн тĕрлĕ вырăнти шкулсенче хĕрĕх çул ытла учительте ĕçленĕ. Вăл ĕçленĕ шкулсене калăр.

7. Трубина Марфи çыравçăн пĕрремĕш сăввин ятне калăр. Вăл миçемĕш çулта, ăçта пичетленнĕ?

8. «Шĕшкĕ» юмахра автор мĕнле тĕп тема хускатнă?

9. Марфа Трубина колхозниксем хирте тырă вырнине çапла  сăнланă: «Колхозăн урпа пусси хĕррипе пысăк кайăк евĕрлĕ машина хăлаçланса çаврăнать.... Колхоз хирĕнче машина çаплах кĕрлет. Иккĕмĕш хут улăштарчĕç ĕнтĕ колхозниксем машинăна кӳлнĕ лашасене». Мĕнле машина ку? Автор çак машина ĕçленине мĕнле хайлавра çырса кăтартнă?

10. Марфа Трубинапа Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче  вĕреннĕ чухне чăваш халăхĕн мухтавлă çыннипе пĕр класра ларнă. Кам пирки сăмах пырать-ши?

11. Трубина Марфи чăваш драматурги жанрне аталантарас тĕлĕшĕпе чылай ĕçленĕ. Çыравçăн пьесисене калăр.

12. Трубина Марфи «Вĕренепе куршанкă», «Шĕшкĕ», «Ютран килни», «Çерçипе шăнкăрч» юмахсем çырнă. Çак юмахсенчен пĕрне малтан «Анкарти кĕтессинче» ятпа пичетленĕ пулнă. Каярах ăна автор тĕпренех çĕнетсе урăхлатса çĕнĕ ятпа пичетленĕ. Хăш юмахĕ-ши вăл?

13. Трубина Марфи эрехпе иртĕхни этеме пысăк инкек патне илсе пыни пирки витĕмлĕ сăнласа кăтартнă хайлавсене калăр.

14. Марфа Дмитриевна пĕр хайлавĕнче ял учительници ачасене тĕрлĕ енлĕ воспитани парас тĕлĕшпе ывăнма пĕлмесĕр ĕçленине сăнарланă. Мĕне пула çак повеçе вăл пичетлеме парайман?

15. Халăха вĕрентес тĕлĕшпе нумай çул хушши тата ăнăçлă ĕçленĕшĕн патшалăх  Трубина Марфине мĕнле-мĕнле пысăк хисеплĕ ятсемпе наградăсем панă?

16. М.Д. Трубина ячĕпе хисепленекен Чăваш Республикинчи вырăнсене тата паллă вĕрентекенĕн ырă ятне упракан ытти хисепсемпе астăвăмсене палăртса тухăр.

 

1-мĕш хушса пани

 

7-11-мĕш классенче вĕренекен шкул ачисемпе професси вӗренӗвӗн учрежденийӗсенче                                                                       (колледжсемпе техникумсенче), аслă шкулсенче вӗренекенсем                                                                                                                                «Асăнмалăх, савăнмалăх» викторинăна хутшăнма заявка туни

     Хушамат, ят, ашшĕ ячĕ, класс (ушкăн, курс), кĕсье телефонĕн номерĕ, е-mail

Уставра кăтартнă пек шкулăн /колледжăн/ аслă шкулăн/ чăвашла тата вырăсла ячĕ

Районăн, муниципалитет округĕн/ хулан, республикăн /облаçĕн, крайăн/ чăвашла тата вырăсла ячĕ

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Дата    

 

                                                           

 

 

 

2-мĕш хушса пани

 

Учительсем, библиотекарьсем

«Асăнмалăх, савăнмалăх» викторинăна                                                                                                                                                                             хутшăнма заявка туни

     Хушамат, ят, ашшĕ ячĕ

Ĕç вырăнĕн чăвашла тата вырăсла ячĕ, должность

Районăн, муниципалитет округĕн/ хулан, республикăн /облаçĕн, крайăн/ чăвашла тата вырăсла ячĕ

Кил адресĕ, кĕсье телефонĕн номерĕ, е-mail

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

      Дата                                                                                                  

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев