Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Март уйăхӗнче пахчара мӗнле ӗçсем туса ирттермелле?

Хӗл хыççăн пахчари йывăçсемпе тӗмсене мӗнле пулăшу кирлине, çуркунне çитсен вӗсене хăçан шуратмаллине, сиен кӳрекен чирсенчен тасатас ӗçе мӗнле тӗрӗс йӗркелемеллине «Россельхозцентрăн» регионти филиалӗн ертӳçин çумӗ Гузель Хусаинова каласа панă.

Йывăçсемпе тӗмсене хăçан шуратмалла?

Çимӗç паракан йывăçсене февраль вӗçӗнче е март пуçламăшӗнче шуратни вӗсене сивӗрен, çилтен, хӗвел хӗртнинчен тата тӗрлӗ чир-чӗртен хӳтӗлеме пулăшать. Ку ӗçсене туни уйрăмах çамрăк йывăçсемшӗн пӗлтерӗшлӗ. Ятарлă раствор хатӗрлеме вунă литр шыв çине 2 килограмм известь, 100 грамм пăхăр купоросӗ тата çилӗм ямалла.

Сиенленнӗ йывăçа мӗнле сиплемелле?

Çуркунне тупнă йывăç çинчи сурансене сад варӗпе е ятарлă пастăпа е çуллă сăрăпа сӗрмелле. Анчах сиенленнӗ вырăнсем типӗ пулмалла. Йывăçсене чир-чӗртен хӳтӗлесси кăткăс мар, анчах питӗ пӗлтерӗшлӗ.

Йывăçсене хурт-кăпшанкăран хăçан имçамламалла?

Йывăç хуппи е папкасем ашӗнче пытанса пурăнакан хурт-кăпшанкăсемпе  те кӗрешмелле. Вӗсене папка сариччен, сывлăхлă ӳсентăрансене сиен кӳме пуçличчен имçамламалла. Йывăçсене тирпейлеме вазелинлă препаратсемпе  – «Профилактин Лайт», «Препарат 30 Плюс» усă курмалла. Вӗсем йывăç хупписемпе папкисем тăрăх сарăлса, сиен кӳрекен хурт-кăпшанкăсем патнех çитеççӗ.

Сад пахчинче йывăçсене хăçан касмалла?

Çуркунне çимӗç паракан йывăçсемпе тӗмсене папкасем сарăличчен касаççӗ. Ку чухне ятарлă сад хатӗрӗсемпе усă курмалла. Çулçăсем çук чухне туратсем лайăх курăнаççӗ, ватă та чирлисене тупма питӗ меллӗ.

 Йывăçа туратран мӗнле ӳстермелле?

Çуркунне пуçламăшӗнче садри культурăсене ӗрчетме тата сыватма хунавсемпе усă курма юрать. Йывăçа ытти сортсемпе хутăштарса ӳстерме те  пулать. Кун валли 6-8 миллиметр хулăнӗш çамрăк турата (ун çинче 4-6 папка пулмалла) суйласа илмелле. Касса илнӗ турата  нӳрлӗ пирпе чӗркесе юр айӗнче е холодильникре упрамалла.

Садри юр – тăпрари нӳрӗк запасӗ

Кăçал пирӗн регионра юр сахал пулчӗ. Анчах малалла вăл çăвасса кӗтетпӗр. Çавăнпа пахчаçăсен хăйсен участокӗнче юр тытса чарма  тăрăшмалла. Юр майӗпен ирӗлтӗр тесе çимӗç йывăççисен тавра, çавăн пекех йăрансем çинче юр купаласа хумалла. Юр мӗн чухлӗ майӗпенрех ирӗлет, çӗр çинче нӳрӗк çавăн чухлӗ ытларах пулать.

        

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество огород сад