Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Матак ачисем Инна Тражуковăпа тӗл пулнă

Çак кунсенче Çӗпрел районӗнчи Матак шкулӗнче питӗ ăшă тӗлпулу иртнӗ: кунта ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе тӗнче чемпионки, Европа чемпионачӗсен призерӗ Инна Тражукова килнӗ.

Встреча в Матакской школе

Спортра пысăк çитӗнӳсем тунă ентеше ачасем курма кăна мар, ыйтусем пама, спорт пурнăçӗнчи интереслӗ пулăмсем пирки спортсменка хăй каласа панине итлеме пултарнă.

Инна Вячеславовна хăй спортпа еплерех туслашни, пӗрремӗш тренировкăсем мӗнле иртни, умри йывăрлăхсене мӗнле çӗнтерни, выляса ярсан хăйне мӗн пуçа усма паманни, ывăлӗ çуралсан каллех кавир çине кӗрешме тухса ылтăн çӗнсе илме мӗн хавхалантарни пирки тӗплӗн каласа панă.

Встреча в Матакской школе

Тӗлпулăва пынă ачасемпе вӗрентекенсен асӗнче тӗнче чемпионки каланă çак сăмахсем уйрăмах асра юлнă:

«Çӗнтерӳ пӗр утăмран пуçланать – эсӗ пӗрремӗш тренировкăна килетӗн те пирвайхи хут выляса ярсан та парăнмастăн».

Инна Тражукова в Матакской школе

Мероприяти ачасене спортпа тата физкультурăпа туслашма хавхалантарнă, тăрăшса ӗçлеме, ума лартнă тӗллевсене тем тесен те пурнăçлама питӗ кирлине ăнланма пулăшнă.

Матаксем Инна Тражуковăна ăшă тӗлпулушăн, шкул ачисене воспитани парас ӗçе тӳпе хывнăшăн чӗререн тав тăваççӗ, спортра та, харпăр пурнăçра та пысăк çитӗнӳсем тума сунаççӗ.

Сăнӳкерчӗксем Матак шкулӗн. 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: встреча