MAX урлӑ ҫӗнӗ сервиссемпе усӑ курма пулать
Тутарстанра водитель удостоверенине MAX урлӑ кӑтартма пултарнине ТР патшалӑх управленийӗн цифра аталанӑвӗн, информаци технологийӗсемпе ҫыхӑну министрӗн ҫумӗ Булат Габдрахманов ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра пӗлтернӗ.
Ҫавӑн пекех культура учрежденийӗсенче MAX мессенджерпа усӑ курса нумай ачаллӑ ҫемье статусне, лавккара тавар туяннӑ чухне МАХ тата «Цифра ID» сервис пулӑшнипе хӑйсен ҫулне ҫирӗплетме май пулнине те каласа хӑварнӑ ТР Цифра министерствин представителӗ.
Булат Габрахманов кӑҫал мессенджерта икӗ ҫӗнӗ сервис ӗҫлеме пуҫланине пӗлтернӗ: мессенджерпа усӑ курса больничнӑй хута дистанцилле хупма (пилотлӑ режимпа ӗҫлеме тытӑнать) тата контактсене укҫа куҫарма пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев