Май уявӗсенче Хусана питӗ нумай турист килме хатӗрленет
ТР Туризмпа патшалăх комитечӗ пӗлтернӗ тăрăх, май уявӗсенче Хусанăн хăна çурчӗсем тулса лармалла
«Иртнӗ май уявӗсенче пӗтӗм хăна çурчӗ 100 проценчӗпех тулнăччӗ. Кăçал та эпир çакнашкалах нумай хăна кӗтетпӗр. Пӗр уйрăмлăх кăна. Пӗлтӗр май уявӗсенче эпир 1-мӗшӗнчен пуçласа 10-мӗшӗччен кантăмăр. Кăçал аплах мар. Çавăнпа та кăçал турюхăм кăштах чакма пултарать», – тесе пӗлтернӗ ТР Туризмпа патшалăх комитечӗн пуçлăхӗ Сергей Иванов.
2021 çулта Хусанта виçӗ миллион хăна пулнă. Ку отраслӗн ӳсӗмӗ тутарстансене савăнтарать. Иванов сăмахӗсемпе, кăçал республикăра 15 яхăн глэмпинг (гламурлă кемпинг) вырăнӗ тумалла. Урăхла каласан çакнашкал кану енӗ икӗ хута ӳсет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев