МЧС сӗнӗвӗсем: пиротехникăна мӗнле суйласа илмелле?
Çӗнӗ çулччен вăхăт нумай юлмарӗ. Тутарстанра пурăнакансем уява хатӗрленеççӗ: парнесем илеççӗ, ӗçре корпоративсем ирттереççӗ, пурăнмалли çурт-йӗре гирляндăсемпе илемлетеççӗ.
Çӗнӗ çул каçӗ фейерверксемсӗр иртмест. Раççей МЧСӗн Тутарстанри уйрăмӗн пуçлăхӗн çумӗ Максим Трущин паха пиротехника продукцине ăçтан таянмаллине тата вӗсемпе усă курнă чухне хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмаллине аса илтерчӗ.
Малтанласа фейерверксем сутакан лавкка шыраса тупмалла. Пиротехника хатӗрӗсене ятарлă вырăнсенче илмелле, пасарта е сутма ирӗк çук лавккасенче туянма юрамасть вӗсене. Упаковки чылай тата типӗ пулмалла, ун çинче ăна кам тата хăçан туса кăларни, маркировки, пахалăх палли, инструкци пулмалла.
Фейерверка киле илсе килсен ачасем çитеймен, типӗ вырăнта упрамалла. Çунакан япала тата ăшăтмалли приборсем çывăхӗнче, нӳрлӗ е питӗ типӗ пӳлӗмре пиротехника продукцине упрама юрамасть.
Фейерверка яма вырăн малтанах палăртса хумалла. Йӗркепе палăртнă вырăн пулсан çавăнта каймалла. Вăйлă çил вăхăтӗнче фейерверка яма юрамасть. Площадка çывăхӗнче йывăçсем, электричество пралукӗсем тата ытти чăрмавсем пулмалла мар.
Асра тытăр: фейерверксем янă чухне хӑрушсӑрлӑх правилисене пăхăнманни сывлăха сиен кӳме пултарать.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев