Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Медиаотрасль ларăвӗнчен: искусствăлла интеллект журналист тусӗ е конкурент тата ăçта кайса кӗнӗ пичет киоскӗсем?

Мӗнлерех çулпа аталанса пырать паян медиасфера? Мӗнле витӗм кӳрет ун çине искусствăлла интеллект? Вăтам ӗç укçи тивӗçлӗ-и паян журналистăн? Çак тата ытти ыйтусене пăхса тухрӗç «Татмедиа» республикăн пичетпе массăлла коммуникацисен агентствин анлă коллегийӗнче.

Мӗнлерех çулпа аталанса пырать паян медиасфера? Мӗнле витӗм кӳрет ун çине искусствăлла интеллект? Вăтам ӗç укçи тивӗçлӗ-и паян журналистăн? Çак тата ытти ыйтусене пăхса тухрӗç «Татмедиа» республикăн пичетпе массăлла коммуникацисен агентствин анлă коллегийӗнче.

Лару мартăн 5-мӗшӗнче ТР Культура министерствин çуртӗнче иртрӗ. Ун ӗçӗ ТР Раисӗн Администраци ертӳçи Асгат Сафаров, ТР Наукăсен академийӗн президенчӗ Рифкат Минниханов, ТР Журналистсен союзӗн председателӗ, ТНВ генеральнăй директорӗ тата Патшалăх Канашӗн депутачӗ Ильшат Аминов хутшăннипе иртрӗ.

Коллеги ларăвне Республикăн пичетпе массăлла коммуникацисен ертӳçи Айдар Салимгараев ертсе пычӗ, отрасль ӗçӗпе тӗп доклад туса паллаштараканни те хăйех пулчӗ.

Агентство ертӳçи палăртнă тăрăх, çынсем пӗлтӗр те хыпарсене ытларах 5 тӗп çăлкуçран илсе тăнă. Топ-5 шутӗнче – телевидени, интернет-МХХсем, мессенджерсем, социаллă сетьсем тата çывăх çынсем. Хаçат-журналсене те Тутарстанра пурăнакансем хаклама пăрахман. Тӗрӗссипе вӗсене ытларах та шанаççӗ. Анчах пичет хатӗрӗсем хакланса пыни, ялсенче почтăсем хупăнни, пур çӗрте япăх ӗçлени хаçат-журналсене ура хурать.

Мессенджерсен аталанăвӗ пирки каласа çамрăк аудитори хыпарсене ытларах унтан кăна илсе тăнине палăртрӗ.

Айдар Салимгараев сăмахӗпе искусствăлла интеллектпа, нейросетьсемпе анлă усă курнă хушăра тӗрӗс те конструктивлă, паха материалсен кирлӗлӗхӗ уйрăмах сисӗнет. Нейросеть час-час «улталани» палăрать. Çавна май журналистсен ӗçӗсен пӗлтерӗшӗ ӳсет. «Мӗншӗн тесен журналистсен материалӗсем çынсен тӗнче курăмне тата обществăлла шухăшлава йӗркеленме пулăшаççӗ», – терӗ вăл МХХ ӗçченӗсен ӗçӗн хакне палăртса.

Ку ӗçре вырăнти журналистсен витӗмӗ уйрăмах пысăккине палăртрӗ.

«Вулакансен шанăçне упраса хăварас тесен журналистăн унпа тӳрӗ кăмăллă пулмалла. Çынсем вулаççӗ тата пăхаççӗ хыпар ленти сӗннипе мар, автора шаннипе. Чӗрӗ эмоци вăл хитре роликран хаклăрах. Паян ИИ генераци тăвайман контент хаклă – журналист тӗпчевӗсем, çынсен историйӗсем, автор колонкисем тата ытти», – ӗç йӗрне палăртрӗ агентство ертӳçи.  

Калас пулать, Тутарстан пичет хатӗрӗсене салатассипе федераллă рейтингра 29-31-мӗш вырăн йышăнать. 2021 çулта пичет киоскӗсем 190 штук пулнă-тăк, халӗ 38. Паллах, ку сахал. Вулаттарма хăнăхтарасси пирки калаçма усăсăр.  Хаçат илсе вулас текенсен туянма май çукпа пӗрех. 3 миллион ытла çынлă республикăшăн 38 киоск вăл – чăх кулли.  

Коллегире ятарлă çар операцине хутшăннă Гагарин позывнойлă салтак видеообращенине те кăтартрӗç. Вăл журналистсене çӗнтерӳ мӗнлерех хакпа тăвăннине çутатса тăнăшăн тав турӗ. «Ку питӗ хаклă пирӗншӗн. Çак материалсем çынсен патриот туйăмне вăратаççӗ, вăй-хал параççӗ.  Çӗнтерӳ пирӗн пулӗ, мӗншӗн тесен тӗрӗслӗх пирӗн енче», – терӗ вăл. Чăнах та СВО пынă хушăра журналистсем пиншер теле-радио, пичет материалӗ кăларнă çак темăпа. «Батырлар. Герои Татарстана» программа хӳттинче кăна 1,8 пин материал, 10 пин ытла публикаци социаллă сетьсенче.

Ильшат Аминов отрасле çамрăк кадрсене илӗртесси пирки каларӗ. Ăна пурнăçлас тесен чи малтан ӗç укçи ӳстермелле ун шучӗпе. Паяна отрасльти вăтам ӗç укçи шайӗ 60 пин тенке яхăн, Тутарстанра вара вăтам ӗç укçи 100 пин тенкӗпе танлашнă.

«Тутарстан журналистикинче ятсем сахалланса пыраççӗ. Пире халь хăйсен аудиторийӗллӗ интереслӗ çынсем кирлӗ. Тен, грант программине хута ярса тӗрев памалла çамрăксене?» – ыйту лартрӗ Ильшат Аминов.

 Рифкат Минниханов журналистсене Наукăсен академийӗ пуçаракан конкурссене хутшăнма ыйтрӗ.

Асгат Сафаров ларăва пӗтӗмлетсе журналистсен умӗнче тăракан тӗп вызовсене асăнчӗ. Ун сăмахӗпе, унчченрех шанманлăх тӗп вызов пулнă-тăк, халӗ информацирен ывăнни, тимлӗх чакни. «Информаци халӗ питӗ нумай. Хăш-пӗрне асăрхамасăрах ирттерсе яратпăр. Çавна май МХХсен регионти пабликсен авторӗсемпе, вырăнти экспертсемпе çыхăнса ӗçлемелле. Мӗншӗн тесен вӗсене шанаççӗ.  МХХсмем паян хыпар инструменчӗнчен пурнăç навигаторӗ пулса пыраççӗ. Çавăнпа информацие, коммуникаци сервисӗсене пӗр уçлăха пуçтаракан платформăсене ытларах тимлӗх уйăрмалла», – терӗ ТР Раисӗн Администарци ертӳçи.

Агентство ертӳçи Айдар Салимгараев хăй енчен ларура çӗкленӗ ыйтусене шута илсе çывăх вăхăтра ку çул стартегине палăртассине каларӗ.

Владимир Васильев («Татар-информ») сăнӳкерчӗкӗсем. https://www.tatar-inform.ru 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: татмедиа