Медицина ӗçченӗсен шучӗ ӳсет
Раççейре 2019 çулта «Обеспечение медицинских организаций системы здравоохранения кадрами» федераллă проект хута кайнипе медицина ӗçченӗсен шучӗ ӳснине пӗлтерет РФ Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби. Системăна 19 166 çӗнӗ специалист килнӗ, вӗсенчен 42,77 проценчӗ тӗллевлӗ программăпа вӗреннӗ.
Росстат пӗлтернӗ тăрăх, 2020–2023 çулсен хушшинче медицинăра питӗ кирлӗ тухтăрсен шучӗ самаях ӳснӗ. Çӗршывра ача тухтăрӗсем (404 çӗнӗ специалист), кардиологсем (551 специалист), анестезиолог-реаниматологсем (530 специалист) тата онкологсем (1293 специалист) хушăннă.
«Ординатурăна вӗренме кӗрекенсен тата ăна пӗтерекенсен шучӗ ӳсни те кăтартусем ӳснине çирӗплетет», – пӗлтернӗ ведомствăра.
Экономикăн аслă шкулӗн даннăйӗсемпе 2023 çулта ординатурăна 34,8 пин çын вӗренме кӗнӗ, 27,8 пин çын вӗренсе пӗтернӗ.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев