Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Менделеевск çулӗ çинче пулнă аварире 13-ри хӗрача вилнӗ

Октябрӗн 30-мӗшӗнче ирхине 09:30 сехет тӗлӗнче «Атăл» М7 федераллă трассăн Менделеевски районӗнчи участокӗнче хăрушă авари пулнă.

«Оpel» водителӗ машинине тăрук итлеттерейми пулнипе хирӗç çул çине сиксе тухнă та «Лада» машинăпа пырса çапăннă. «Оpel» пассажирӗ, 13-ри хӗрача, вилмеллех аманнă. Икӗ машинăн водительне тата «Ладăн» пассажирне Çырчаллинчи Васкавлă медицина пулăшăвӗн больницине ăсатнă.

Октябрӗн 29-мӗшӗнче Ешӗлвар районӗнче кӗç-аӗç çуратма вăхăчӗ çитнӗ йывăрлă хӗрарăм аварие лекнине пӗлтерет tatarstan24.tv сайт. Мăшăрӗпе вӗсем хăйсен «Mercedes» машинипе килне, Иннополис хулине, таврăннă пулнă. Хăйсем хăвăртлăх яланхи пекехчӗ теççӗ пулсан та, куракансем вӗсем йӗпе çул çинче хытă пынипех çул айккине чăмнине ӗнентереççӗ. Телее, хыçра пыракан машинăри пассажирсем вӗсене машинăран тухма пулăшнă, больницăна ăсатнă. Телее, арçынпа хӗрарăмăн, вӗсен çуралман пепкин те, пурнăçӗ хăрушлăхра мар.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество