Мензеле районӗнче 5-ри хӗрача путнă
Ку пысăк инкек Мензеле районӗнчи Тутар Мушуга ялӗ çывăхӗнчи пӗвере иртнӗ канмалли кунсенче пулнă.
Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, 5-ри хӗрача пӗвере ашшӗ-амăшӗпе пӗрле шыва кӗнӗ. Вӗрсе хăпартмалли ункăпа ишсе çӳренӗ вăхăтра сасартăк унки çаврăнса ӳкнӗ те тӳрех шыв айне кайнă. Ашшӗ хăй тӗллӗн кăларма хăтланнă-ха ăна, анчах тупайман. Çапла 16:05 сехетре çăлавçăсене чӗнме тивнӗ. 12 çын, 6 единица техника шыранă ачана. Водолазсем 17:00 сехетре тин виллине çырантан 15 метрта, 2 метр тарăнăшран кăларнă. Пӗве шыва кӗме юрăхлă пулман, тесе пӗлтерет tatarstan24.tv сайт Раççей МЧС Тутарстанри управленийӗн хыпарӗ çине таянса. (Сăнӳкерчӗк Тутарстан прокуратурин МАКСри каналӗнчен).
.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев