Мессенджерсенче çынсен страницисене ватса кӗнӗ тӗслӗхсем йышланнă
Полици ӗçченӗсем граждансене тимлӗ пулма ыйтаççӗ – ултавçăсен çӗнӗ схема!
Хусанти 45-ри хӗрарăм та акă юлташ хӗрӗнчен темиçе сехетлӗхе 30 пин тенкӗ укçа парса тăма ыйтса çырнă сообщени килсен, унта кăтартнă банк картти çине пӗр иккӗленмесӗрех 30 пин тенкӗ укçа куçарнă. Каярах тин хăйне шăнкăравлама ăс çитернӗ. Пӗлӗшӗ нимӗнле укçа та ыйтман иккен унран. Хисеплӗ вулакансем, тепӗр хут аса илтеретпӗр: лайăх пӗлекен е çывăх çыннăрсенчен çакнашкал сообщенисем килсен укçа куçариччен малтан хуçине хăйне шăнкăравласа хыпара тӗрӗслеме ан манăр!
Пурпӗр укçа таврăнмасть, ултавçăсене тытаймаççӗ тесе полицие кайманни тӗрӗс мар иккен. Вӗренӗн те вӗçӗ пур, ултавçăсен вӗçӗ-хӗрне тупма пулать иккен. Рязань хулинчи район сучӗ ТР Тукай районӗн прокуратурин тавăçне (иск) тивӗçтерсе вырăнти çынна Тутарстан хӗрарăмӗнчен улталаса илнӗ 650 пин тенке яхăн укçине тавăрса пама приговор йышăннă. 2025 çулхи апрель уйăхӗнче хӗрарăма тупăшлă инвестиципе илӗртсе 648 пин тенкине улталаса илнӗ, паллă ӗнтӗ, шут çинчен укçа хăвăрт çухалнă. Рязань çынни каланă тăрăх, хăйӗн банк карттине вăхăтлăха усă курмашкăн пӗлӗшне панă пулнă имӗш, шăп вăл укçана вăрланă та. Анчах суд, ют çыннăн пысăк сумма укçипе усă курма унăн нимӗнле те ирӗк пулманнине палăртса тата ют укçана хăй ирӗкӗпе хуçине вăхăтра тавăрса паманшăн шар курнă хӗрарăма 648 000 тенкине таврăрса памалла тата 10 000 тенкӗ патшалăх пошлини тӳлеттермелле тунă, тесе пӗлтерет tatarstan24.tv сайт.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев