Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Мигрантсене ӗçе илме чаракан указа çирӗплетнӗ

Тутарстанри предприятисене экономикăн 10 отрасльне патент шайӗнче ӗçлекен мигрантсене ӗçе явăçтарма юраманни çинчен калакан указа ТР Раисӗ Рустам Минниханов алă пуснă. Чару çулталăк вӗçленичченех тăсăлать.

Ют-çыршывран ӗçлеме килекенсене республикăра таксие, хурала, ветеринарие, финанс секторне, юридици тата бухгалтери ӗçне илме юрамасть. Çавăн пекех сиенлӗ тиеве турттарма, азартлă вăйăсем йӗркелеме тата техника юсанă çӗре те илме чараççӗ вӗсене.

Чарусем Раççей гражданстви е çӗршывра пурăнма тата ӗçлеме ирӗк паракан документ пуррисене пырса тивмеççӗ.

«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество трудоустройство