Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

МИКУЛ ИШИМБАЙ: «Хăв сăмах панинчен нихçан та ан пăрăн»

Микул Ишимбайăн малтанхи сăввисем Авăркас район хаçатӗнче кун çути курнă. М.Ишимбай куçаруçă та: Пушкăртстанра пурăнакан вырăс, тутар, пушкăрт çыравçисен чылай хайлавне чăвашла куçарнă. 2003 çултанпа – Раççей Писательсен союзӗн пайташӗ, Фатых Карим премийӗн лауреачӗ (2006). Хальхи вăхăтра – Пушкăртстанри «Шуратăл» литература пӗрлешӗвӗн правленийӗн председателӗ. Чăваш кӗнеке издательствинче унăн «Тăрачул» кăларăмӗ пичетленнӗ.

– Мӗн вăл сирӗншӗн литература?
– Эп литературăпа вун икӗ çулта чухнех кăсăкланма тытăннă. Вун пилӗк çула çитсен тӗрлӗ кăларăмсенче пичетленме пуçларăм. Çавăнпа çур ӗмӗр ытла вăхăт хушшинче литература ман пурнăçăн тӗп пайӗ пулса тăчӗ тесе çирӗплетсех калама пултаратăп.
– Мӗн хавхалантарать сире çырма?
– Юлашки вăтăр çулта çынсем хушшинчи хутшăнусем пач сӗврӗлсе кайрӗç. Ашшӗ-амăшӗсемпе ачисем пӗр-пӗрне маннине, çынсем пӗр-пӗринчен сивӗнсе пынине асăрхама пулать. Совет самани вăхăтӗнчи туслăх та манăçа тухса пырать. Тав Турра, ырă çынсем те пӗтмен-ха пирӗн хушăра. Шăп çавсемпе паллашса калаçни çырма хавхалантарать те. Паллах, шӳтлӗ хайлавсенче тӗрлӗ бюрократсене, сӗтев (взятка) илекен пуçлăхсемпе тӗрлӗ юлхав-наянсене те сăнарлама тивет.
– Юратнă поэт, прозаик.
– Маншăн Я.Ухсай, Н.Мранька, Ю.Скворцовпа А.Воробьев çыравçăсем чуна çывăх. Вӗсемпе туслă пурăнса тӗл пулса калаçнисем, панă сӗнӳ-канашсем литература ӗçӗнче хальччен пулăшса пыни те вӗсемпе çывăхлатаççӗ пуль.
– Юратнă кӗнеке.
–  Ытларахăшсем – çӳлерех асăннă çыравçăсен кӗнекисем. Прозăран Н.Мранькан «Ӗмӗр сакки сарлака» нумай томлă романне, Илпек Микулайӗн «Хура çăкăр» романне, Я.Ухсайăн сăвăлла романӗсене, Ю.Скворцовпа А.Волков кӗнекисене уйрăмах юрататăп.
– Май пулнă-тăк, мӗнле çыравçăпа тӗл пулса калаçнă пулăттăр тата мӗншӗн шăпах унпа?
– Я.Ухсайпа, Н.Мранькапа, А.Воробьевпа тӗл пулса калаçнă пулăттăм. Вӗсем мана литература ӗçӗнче сахал мар пулăшнă. Вӗсем халь пирӗнпе çук ӗнтӗ. Тăприсем çăмăл пулччăр. Питӗ шел…
– Пурнăç девизӗ.
– «Хăв сăмах панинчен нихçан та ан пăрăн. Тӗллев лартнине вăхăтра пурнăçла».
– Хайлава çырса пӗтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сӗнӗвӗ сирӗншӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ?
– Пӗр-пӗр хайлава çырса пӗтерсен малтан унпа çывăх юлташ çыравçăсене паллашма сӗнетӗп. Мӗн килӗшни-килӗшменнине вӗсем куçран калаççӗ. Вӗсен хаклавӗ маншăн çав хайлав вулакансем патне çитессипе е çитмессипе çыхăннă. Хайлавăмсене тишкерӳçӗ куçӗпе пăхса хаклатăп. Хам Пушкăртстанри чăваш çыравçисен «Шуратăл» литпӗрлешӗвӗн правленийӗн председателӗ пулнă май ытти ӗçтешсенчен те çирӗп ыйтатăп. Пур çыравçă та хăй çырнă хайлавшăн яваплă пулмалла.

Ольга ИВАНОВА хатӗрленӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев