Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Министрсем пӗрле ӗçлесшӗн

Кӳршӗллӗ республикăсен, Тутарстанпа Чăваш Енӗн, Вӗрентӳ министерствисен ертӳçисен хушшинчи ӗçлӗ тӗлпулу хальхинче И.Я.Яковлевăн 175 çуллăхне палăртассипе çыхăнчӗ.

ЧР вӗрентӳпе  çамрăксен политикин министрӗ Дмитрий Захаров ертсе килнӗ делегаци шутӗнче ЧР культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министрӗн çумӗ Георгий Богуславский, Елчӗк муниципаллă округӗн пуçлăхӗ Леонард Левый тата ыттисем пулчӗç. Тутарстан енчен ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин, министерствăн наци вӗрентӗвӗн уйрăмӗн  пуçлăхӗ Ильгиз Халиков, Тутарстан Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвкомӗн  ертӳçи Константин Яковлев, Теччӗ, Çӗпрел, Нурлат районӗсенчи вӗрентӳ уйрăмӗсен пуçлăхӗсем хутшăнчӗç. 

Ӗçлӗ тӗлпулăва уçса Ильсур Худиуллин хăнасене республикăра наци чӗлхине вӗрентесси ТР Раисӗ Рустам Минниханов шайӗнче пурнăçласа пынине палăртса чăваш шкулӗсен лару-тăрăвӗпе паллаштарчӗ. Чăваш халăхӗн Аслă Вӗрентекенне Иван Яковлевич Яковлева халалласа ăçта мӗнле мероприяти иртесси çинчен Дмитрий Захаров, Константин Яковлев, Леонард Левый, Георгий Богуславский кӗскен каласа пачӗç.

Вӗрентӳ сферинче малашне пӗрле ӗçлес тӗллевпе ТР Вӗрентӳпе наука министерствипе ЧР Вӗрентӳпе çамрăксен политикин министерстви ӗçлӗ килӗшӗве алă пусса çирӗплетрӗç. Çак килӗшӳ хӳттинче тӗрлӗ семинар-канашлусем, методика енӗпе вебинарсем, наукăпа практика конференцийӗсем, олимпиадăсем иртмелле. Юлашкинчен Дмитрий Захаров Тутарстанри чăваш шкулӗсем валли 1000 кӗнекелӗх сертификат парнелерӗ. (Сăнӳкерчӗкре: Чăваш Республикипе Тутарстан Республикин вӗрентӳ министрӗсем Д.Захаровпа И.Хадиуллин).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество