Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Минтимер Шаймиев Наци библиотекине кӗнекесем парнелет

Тутарстан Республикин Патшалăх Канашçи Минтимер Шаймиев хăйӗн харпăр фондӗнчи 3 629 кӗнекене республикăри Наци библиотекине парнелет. Вӗсенчен икçӗрӗшӗмпе ятарласа хатӗрленӗ куравра паллашма пулать, тесе пӗлтерет библиотекăн пресс-служби.

Курава тăратнă кӗнекесенчен нумайăшне паллă патшалăх, политика, обществăпа культура деятелӗсем алă пусса панă. Вӗсен хушшинче В.Черномырдин, Е.Примаков, А.Леонов, Б.Ахмадуллина, В.Гергиев, А.Калягин, А.Карпов тата ыттисем. 
Кӗнекесене Шаймиев чаплă лару-тăрура парнелӗ, мероприяти октябрӗн 6 е 7-мӗшӗнче пулса иртӗ. Минтимер Шарипович çак кунсенче Наци библиотекинчи наукăпа практика конференцине хăна пек хутшăнмалла. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев