Мӗн пулни пӗтӗмпех ырра. Çакна эпир вăхăт иртсен тата уççăнрах куратпăр
Ольга Васильева çыравçăпа блиц-интервью
– Литература вăл маншăн – пурнăçри çулташ, шухăшлама хавхалантаракан юлташ, лăпланма пулăшакан эмел.
– Мӗн хавхалантарать сире çырма?
– Чуна пырса тивнӗ пулăм е çутçанталăк илемӗ.
– Юратнă поэт, прозаик.
– Поэтсем – Петӗр Эйзин, Александр Пушкин; прозаик – Мор Йокаи; чăвашсенчен – Николай Максимов (паянхи куна).
– Юратнă кӗнеке.
– Кӗнекере историри пулăма (е историри сăнара) юрату темипе ӳкерсе кăтартнă пулсан вăл ман юратнисен йышне кӗме тивӗç.
– Май пулнă-тăк, мӗнле çыравçăпа тӗл пулса калаçнă пулăттăр тата мӗншӗн шăпах унпа?
– Ганс Христиан Андерсенпа. Хайлавӗсем еплерех çуралнине хăйӗнчен илтес килет, такам аса илнинчен пахарах маншăн вăл.
– Пурнăç девизӗ.
– 1. Мӗн пулни пӗтӗмпех ырра. Çакна эпир вăхăт иртсен тата уççăнрах куратпăр.
2. Эс пултаратăн!
– Хайлава çырса пӗтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сӗнӗвӗ сирӗншӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ?
– Хайлавӗ çырăнса пӗтсен пӗр вăхăт сунтăхра сивӗнсе выртать. Кайран, чылай вăхăт иртсен, тепӗр хут хам вулатăп та ăçта пичетлеме палăртнă, çав редактора кăтартатăп. Маншăн чăваш прозаикӗсен сăмахӗ пӗлтерӗшлӗ, вӗсен шутӗнче Арсений Тарасов, Анатолий Кибеч тата Юрий Артемьев критик.
Автор сăнӳкерчӗкӗ
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев