Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Мобилизациленӗ граждансене тӗрев парасси çинчен

Запасран çар службине йыхăрнă çынсен ачисене, ашшӗ-амăшне, мăшăрӗсене Тутарстанра пур енлӗн пулăшу кӳреççӗ

«Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов хăйӗн посланийӗнче мобилизациленнисен çемйисене адреслăн пулăшмаллине палăртрӗ. Пирӗн министерство муниципалитетсемпе пӗрле СВО-на хутшăнакансен çемйисене тӗрев парас тесе кулленхи пысăк ӗç илсе пырать. Эпир кӳрекен социаллă тӗрев шутне ачасен укçа тӳлевӗсем, çемье пайташӗсене профессие вӗрентесси, ӗçе вырнаçтарасси, ватă тăванӗсене килӗсенче пăхасси кӗреççӗ», – тесе комментарий панă ТР ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова. Вăл хушса каланă тăрăх, кашни çемье патне пулăшакана çирӗплетнӗ. 2023 çулта Ӗç министерстви тата Тутарстанри ведомствăсем умӗнче çавăн пекех ятарлă çар операцине хутшăннă çынсене професси тӗлӗшӗнчен хатӗрлес, ӗçе вырнаçтарас, психологилле реабилитаци ирттерес тӗллевсем тăраççӗ.   

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев