Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Колхоз ялан вунҫиччӗре

Перестройка вӑхӑтӗнче "деловой" самаха хӑпартланакан ҫын пирки йӗрӗнерех, тиркесе калатчӗҫ. Халӗ ялсенче ӗҫлӗ ҫынсене килӗрен шыраҫҫӗ.

 Тюлячире иртнӗ зонӑри семинар-канашлура ТР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин ялта пурӑнакан ҫынсем валли лайӑх условисем туса парса вӗсене ялтах хӑварасси пирки каланӑ. 

"Эпир ялта пурӑнакан ҫынсем чакса пынипе пӑшӑрханатпӑр. Всем валли лайӑх условисем туса парса ҫынсене ялсенчех хӑвармалла. Ҫакӑ пирӗн задача. Тутарстанра ялта пурӑнакансен пурнӑҫ условийӗсене хуларисемпе тӑнлӑштарас тесе 40 яхӑн республика программи ӗҫлет. Пире хирӗҫле реакци кирлӗ, ял ҫыннисем ҫак программӑсене хутшӑнни. Ҫак никӗс ҫинче эпир ял ҫыннисен пурнӑҫ тонусне ҫӗклеетпӗр",– тенӗ республика парламенчӗн пуҫлӑхӗ.

Фарид Мухаметшин ялти пуҫаруллӑ ҫынсене тӗрев панин пӗлтерӗшлӗхне палӑртнӑ, республикӑра кун валли пӗтӗм майсем пур. "Пирӗн система йӗркеленнӗ, муниципаллӑ влаҫ представителӗсемпе диалог пур. Ялта пурӑнакан ҫынсем пирӗн тимлӗхе туймалла. Енчен те эпир инициативӑсӑр пултӑмӑр-тӑк, вӗсем те йӑшӑлтатмаҫҫӗ",– тесе палӑртнӑ вӑл. 

Ял ҫыннисен ӗҫлӗ активлӑхне ӳстерес тӗлӗшпе семинарсем Тутарстанра 2010 ҫултанпа иртеҫҫӗ. Тюлячире 11 район пуҫлӑхӗ, хуҫалӑхсен ертӳҫисем, фермерсем, кооперативсен ӗҫченӗсем, ял хутлӑхӗсен пуҫлӑхӗсем хутшӑннӑ. 

Ҫакӑн пекех зонӑри канашлу Аксура, Ешӗлварта, Тукай районӗнче иртмелле. Паллах, суйлав умӗн. Ку пухусем ҫумне политикӑна ҫвпӑҫтармасӑр каласан, чӑнах та, Тутарстанри пек фермерсене тӗрев паракан регион урӑх ҫук-тӑр. 20 ытла пулӑшу программи ӗҫлет, выльӑх-чӗрлӗх туянма, технологи хатӗрӗсене илме, ферма патне ҫул тума, пӗчӗк фермӑсем хӑпартма реапублика бюджетӗнчен субсиди парӑнать. Уйрӑм хуҫалӑхпа выльӑх усракансене те вырӑнти саккунсем пулӑшаҫҫӗ, ӗҫе ансатлатма ял-хуҫӑлӑх кооперативӗсене туса хунӑ. Мӗн ҫитмест? Ӗҫле кӑна, ҫанӑ тавӑрса!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Парламент