Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Муркашсем салтаксем валли каска çине тăхăнмалли маскировка сеткисем çыхнă

Ульяновск хулинче пурăнакан çар ветеранӗсем, отставкăри офицерсем Владимир Ярухинпа Марс Саяпов фронтри салтаксем валли гуманитари пулăшăвӗ пухас тӗллевпе апрелӗн 17-мӗшӗнче черетлӗ ыркăмăллăх акцине ирттернӗ.

Украинăри ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпа фронта машини-машинипе гуманитари пулăшăвӗ леçнӗ Владимир Ярухинпа Марс Саяпова темиçе регион салтакӗсем сăнранах паллаççӗ, вӗсене шанаççӗ, чăтăмсăр кӗтеççӗ.Çавăнпа гуманитари пулăшăвӗ пухса леçес ӗçӗ ветерансен пӗрре те чарăнман. Ку енӗпе вӗсем Ульяновск хулипе облаçӗн, Çӗпрел районӗн тата Чăваш Енри çар ветеранӗсемпе тачă çыхăнса ӗçлеççӗ.

Апрелӗн 17-мӗшӗнче те акă «Дари добро» черетлӗ акци ирттернӗ вӗсем. Çав кун Чăваш Енри Муркаш районӗнчи ВДВ ветеранӗ Герман Леонтьев хăйсен тăрăхӗнчи волонтерсем çыхса хатӗрленӗ парнене, каска çийӗн тăхăнмалли маскировка сеткисен пысăк партине, кӳрсе панă. Маскировка сеткисене çитес вăхăтра хамăр салтаксем патне фронта леçме хатӗрленеççӗ халӗ. Ветерансем Муркаш волонтерӗсене çакăн пек пысăк пулăшу панăшăн тав тăваççӗ.

Сăмах май, Сывлăш десант дивизийӗн разведка ертӳçи пулнă, халӗ отставкăри подполковника Марс Киямович Саяпова нумай пулмасть ШӖМ ветеранӗсен мероприятийӗнче «За активную работу по патриотическому воспитанию» медальпе тата ятлă сехетпе наградăланă. Марс Киямович, саламлатпăр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Своихнебросаем