Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Муса Джалиль сăввине чăвашла та вуларӗç

Августăн 26-мӗшӗнче Хусан Кремлӗ умӗнчи Муса Джалиль палăкӗ патӗнче поэт-фронтовика тата унăн вăрçăри юлташӗсене асăнса «Пирӗн Паттăрсем» акци иртрӗ.

ТР Культура министерстви пулăшнипе Тутарстан халăхсен Çамрăксен ассамблейипе ТР Писательсен союзӗ йӗркеленӗ мероприятие РФ Патшалăх Думин депутачӗ Ильдар Гильмутдинов, ТР культура министрӗ Ирада Аюпова, ТР Писательсен союзӗн председателӗ Ркаил Зайдулла, Тутарстан халăхӗсен Туслăх Çурчӗн директорӗ Тимур Кадыров, ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвкомӗн ертӳçи – ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Ренат Валиуллин, Тутарстан халăхӗсен Çамрăксен ассамблейин председателӗ Диляра Дамар, Наукăсен академийӗн, Тутарстан халăхсен ассамблейин представителӗсем тата хула çыннисем хутшăнчӗç.

Акци шайӗнче «Жырларым» сăвă Атăлçи тăрăхӗнче пурăнакан халăхсен чӗлхисемпе янăрарӗ. Муса Джалиль çырнă хайлавпа курма килекенсене Хусанти Туслăх Çуртӗнчи Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн ачисем паллаштарчӗç. Поэмăри сыпăка чăвашла Тутарстанри Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн председателӗн çумӗн, илем студийӗн хуçин Ирина Порфирьеван хӗрӗ Ульяна вуларӗ.

Ульяна – Иринăпа Сергей Порфирьевсен кӗçӗнни, унăн икӗ аслă пиччӗшӗ пур. Вăл Хусанти 96№ гимназире 5 «и» класра вӗренет. Унсăр пуçне ташă шкулне тата фортепианăпа калама вӗренме çӳрет, вокалпа та интересленет. Вăт çапла маттур чăваш ачисем çитӗнеççӗ пирӗн хушăра.

И.Порфирьева сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана Ассамблея народов Татарстана ДДН МусаДжалиль