Мускав мэрӗ строительсене васкатать
Çӗнӗ хыпарсем

Мускав мэрӗ строительсене васкатать

Инфекци пульницине 500 койкӑлӑх пулать, вӗсенчен ҫурри – реанимаци валли

Ҫӗнӗ Мускавра хальхи вӑхӑтра хӗрсе кайса хальхи инфекци пульницине тӑваҫҫӗ. Кун ҫинчен Мускав мэрӗ Сергей Собянин пӗлтерет.
"Мартӑн 5-мӗшӗнче эпир коронавируспа кӗрешме тесе ҫӗнӗ пульница тума шут тытрӑмӑр та, строительсемпе ҫак площадкӑна килсе пӑхрӑмӑр – кунта ҫеҫен хирччӗ.
Мартӑн 12-мӗшӗнче стройка тапранчӗ. Паяна объект 40 процента хатӗр. Стройка хӗрсе пырать – корпуссен, инженери коммуникацисен монтажӗ пырать, медицина оборудованине кӳретпӗр. 80 пин тăваткал метр лаптӑклӑ улӑпла объект пулать", – тенӗ Мускав мэрӗ.
Инфекци пульницине 500 койкӑлӑх пулать, вӗсенчен ҫурри – реанимаци валли. Ҫакӑн чухлӗ койка фончӗллӗ тата реанимаци калӑпӑшӗллӗ пульницасем Мускарва урӑх ҫук. Инфекци пульници чи хальхи тата эффективли пулӗ. Стройка ҫывӑх эрнесенче вӗҫленмелле.

Сӑнӳкӗрчӗксем С.Собянинӑн соцсетьри страницинчен


Нет комментариев