Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Мускав тата Пӗтӗм Руç Патриархӗ Кирилл Хусанта аслă кӗлӗ ирттерчӗ

Мускав тата Пӗтӗм Руçăн Сăваплă Патриархӗ Кирилл июлӗн 21-мӗшӗнче Тутарстан митрополийӗн Хусанти Богородицки мăнастирӗнче Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн соборӗнче литурги ирттерчӗ.

Çак кун ирхине 7.30 сехете Хусан Кремлӗнчи Благовещени храмӗ (хулари чи пӗрремӗш православи чиркӗвӗ) умне православи тӗнне ӗненекенсем пухăнчӗç. Палăртнă вăхăтра вӗсем хӗрес йăтса, Турă Амăшӗн Хусан турăшӗпе Богородицки мăнастире çула тухрӗç. Çак кун çынсем нихăçанхинчен нумай пулчӗç-тӗр: хӗрарăмсем, арçынсем, пӗчӗк ачаллă çемьесем, хусансем çеç мар, таçтан инçетрен килнӗ паломниксем те пулчӗç. Паллах, çак пысăк уявра Тутарстан митрополийӗн храмӗсен настоятелӗсем, мăнастирсенчен килнисем, СВО ветеранӗсем, казаксем – питӗ пысăк йышпа утрӗç мăнастир енне. Çул çинче Турра мухтаса, Турă Амăшне  тав туса кӗлӗсем вуларӗç, мухтав юррисем юрларӗç. Пӗр сехетрен мăнастире çитрӗç. Картишӗнче уяв ярмăркки хӗрӳ ӗçлерӗ. Çак кун «Шурă чечексем» ыркăмăллăх фестивалӗ вӗçленчӗ (майăн 19-мӗшӗнче II Николай çуралнă кун пуçланнă вăл). Ăна Хусан епархийӗпе ТР Культура министерстви тӗрев панă «Милосердие-Казань» служба тата «Елисаветинско-Сергиевски çутӗç обществи» фонд йӗркеленӗ. Хусан митрополийӗн ыркăмăллăх сестрисем, хӗрсем, хӗрарăмсем чӗрӗ чечек çыххисене, шурă хутран ăсталанисене йӳнӗ хакпах сутрӗç. Пӗрремӗш хут ку акци Раççейре II Николай патша çемйи пуçарнипе 1911 çулта иртнӗ. Ун чухне пухăннă укçана туберкулезпа чирлисене сипленӗ çӗре панă. 

Тепӗр 100 çултан «Шурă чечек» фестиваль пирӗн пата çӗнӗрен таврăннă. Унтанпа кашни çул пысăк уявсенче иртет. «Елисаветинско-Сергиевски çутӗç обществи» фондăн Сăнав канашӗн председателӗ Анна Громова пулчӗ уявра, ТР культура министрне Ирада Аюпована хисеплӗ хăна пулса чӗннӗ. Вӗсем «Шурă чечек» фестиваль çинчен пӗр шухăшах каларӗç: вăл çынна ырă пулма, юратма вӗрентет. Ачасем акцие хатӗрленсе шурă хутран чечексем касса кăларса ырăрах пулаççӗ, нуша куракансене шеллеме, пулăшма вӗренеççӗ. Майăн 19-мӗшӗнчен июлӗн 21-мӗшчен шурă чечексем сутса 525 пин тенкӗ укçа пухнă. Ку суммăна Хусан епархийӗнчи сахал тупăшлă çемьесенчи ачасене шкула кайма канцеляри хатӗрӗсем туянма парӗç.

Литурги Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн соборӗнче иртрӗ. Çынсем питӗ йышлă пулнипе пурте шăнăçаймарӗç собора. Çакна малтанах пӗлсе тăнă курăнать Хусан митрополийӗн ӗçченӗсем, картишне Никола Тульский чиркӗвне хирӗç пысăк экран çакнă. Картишӗнчи çынсем шалта мӗн пулса иртнине онлайн мелӗпе пăхаççӗ, унтах çылăх каçарттарас текенсене йышăнаççӗ. Çанталăкӗ çак кун тӳлек, ăшă пулчӗ. Çавăнпа храмра службăра пулнисем те, картишӗнчисем те тулли кăмăлпа ирттерчӗç литургие. 

Сӑваплӑ Патриарха собор алăкӗ умӗнче Тутарстан Республикин Раисӗ Р.Н.Минниханов, Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Кирилл, Раççей Либерал-демократсен партийӗн председателӗ, РФ Федераллӑ Пухӑвӗн Патшалӑх Думин Халăхсен хушшинчи ӗçсен комитечӗн председателӗ Л.Э.Слуцкий, Хусан хулинчи Серафим Саровский прихучӗ çумӗнчи вырсарни шкулӗн вӗренекенӗсем кӗтсе илчӗç. Соборта Вырӑс Православи Чиркӗвӗн Предстоятелӗ Тверь епископӗн Сӑваплӑ Варсонофин çӗрмен ӳчӗ умӗнче, Турӑ Амӑшӗн Хусан турӑшне пуç тайрӗ.

 Литурги вăхăтӗнче Патриарха Хусан, Тутарстан митрополийӗн епископӗсем, православи храмӗсен настоятелӗсем пулăшрӗç. 

Турă юррисене Хусан епархийӗн Марина Литвиненко ертсе пыракан хутăш хорӗ тата Денис Рогов ертсе пыракан арçынсен архиерей хорӗ юрларӗç. 

Литургире Патриарх Çветтуй Руçшăн кӗлӗ вуларӗ. Причасти умӗнхи ӳкӗт сăмахне Хусанти Никольски соборӗн протоиерейӗ Иоанн Барсуков вуларӗ. 

Литурги вӗçленсен Патриарх Турă Амăшне мухтаса кӗлӗ вуларӗ, çакăн хыççăн Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Патриарха Турă Амăшӗн Хусан турăшне парнелерӗ.

Вырăс Чиркӗвӗн предстоятелӗ ӗненекенсене, РФ Президентне тав туса сăмах каларӗ. Президента Тутарстанра мăсăльмансем те, православи тӗнне тытса пыракансем те питӗ хисеплеççӗ тесе шутлать вăл. Тутарстанра мăсăльмансемпе христиансем килӗштерсе пурăннишӗн тав турӗ. 

Патриарх пурне те уявпа саламларӗ. Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн кунӗ Раççейре чи пысăк уявсенчен пӗри. Турă Амăшӗ пулăшнипе христиансемпе мăсăльмансем мирлӗ пурăнни çинчен каларӗ. «Çынсен хутшăнăвӗсем çапла пулмалла та. Пӗр-пӗринпе хирӗçни çын çылăхӗсенчен, политика лару-тăрăвӗнчен килет. Пӗрлехи Турăран килмест ку – ăна мăсăльмансем те, христиансем те ӗненеççӗ. Çавăнпа Тутарстан тӗслӗхӗ питӗ кирлӗ. Пирӗн çӗршывшăн çеç мар, тӗн вăрçисем пыракан çӗршывсенче», – терӗ Патриарх. 

Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн уявӗпе Патриарх Турă Амăшӗн Жировичи турăшне собора парнелерӗ. Вăл культурăсем, тӗнсем тӗл пулнă çӗрте çынсене упратăр тесе пехиллерӗ. Хусан тата Тутарстан митрополитне Кирила асăнмалăх хӗрес тата панагия парнелерӗ. ТР Раисне Р.Н.Минниханова Тутарстан митрополийӗпе килӗштерсе ӗçленӗшӗн, пулăшнăшăн, патшалăхпа тӗн хутшăнăвӗсене аталантарнăшăн I степеньлӗ Мухтавпа чыслăх орденне пачӗ. ЛДПР Председательне Л.Э.Слуцкие Никола Тульский храмне юсаса çӗнетме пулăшнăшăн I степеньлӗ Александр Невский кнеç орденӗпе наградăларӗ. Çавăн пекех Хусан митрополийӗнчи священнослужительсене орденсемпе чысларӗ.

Литургие хутшăннисене пурне те Турă Амăшӗн Хусан турăшне пехиллесе пачӗ. Картишне тухсан Патриарх Феофан владыка вилтăпри çине чечек хучӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: казанская икона божьей матери православие крестный ход