Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Мускавра чăваш çемйи чăмăртаннă

«Россия» Наци центрӗнче Çемье, юрату, шанчăклăх кунӗнче «Россия. Соединяя сердца» Пӗтӗм Раççейри туй фестивалӗ шайӗнче чăваш çемйи çуралнă.

Усман Эскеровпа Дарья Садовская çӗршыври ытти 150 мăшăрпа пӗрле  çӗршывăн тӗп сцени çинче официаллă майпа регистраци иртнӗ.Çамрăксем – пулас юристсем,  анчах вӗсене професси кăна пӗрлештермест. Вӗсем спортпа туслă, театрсене, музейсене, кинопремьерсене çӳреме юратаççӗ. Усманпа Дарья чăваш халăх йăли-йӗркине упраççӗ, кашни çулах республикăра иртекен Акатуя хутшăнаççӗ. Шурă кӗпепе хура костюм вырăнне мăшăрсем наци тумне тăхăннă. 

Пӗтӗм Раççейри туй фестивалӗ пӗрремӗш хут  2024 çулта Пӗтӗм тӗнчери «Россия» курав-форум шайӗнче иртнӗ, унта 221 çемье чăмăртаннă.  2025 çулта мероприяти «Россия» Наци центрӗнче иртнӗ, унта 206 çемье йӗркеленнӗ.

Сăнӳкерчӗксем cap.ru сайтран. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 8 июля – День семьи, любви и верности #Семья бракосочетания