Мускавра июлӗн 6-мӗшӗнче Сабантуй иртет
Мускавра июлӗн 6-мӗшӗнче Сабантуй пулать. Тӗп площадка «Коломенское» музей-заповедникре пулать. Çакăн пирки Тутарстан Республикин Раççейри Полномочиллӗ представительстви пӗлтернӗ.
Асăннă представительствăран каланă тăрăх, çӗршывăн тӗп хулинчи Сабантуй — тӗнчери чи нумай çын хутшăнакан мероприяти. Кăçал унта федераллă тата регионти правительствăсен представителӗсем, паллă обществăлла тата политика деятелӗсем хутшăнма кăмăл тунă. Мускаври Сабантуя ятарлă çар операцине хутшăнакансем те пырӗç. Кунтах маскировка сетки çыхассипе мастер-класс та ирттерме палăртнă.
Çӗршывăн тӗп хулинче иртекен Сабантуйăн программи пуян. Тӗслӗхрен, кăçал Раççейре Çемье çулталăкӗ пулнине тӗпе хурса кунта ачасем валли хăйне уйрăм ача-пăча Сабантуйӗ йӗркелесшӗн.
11.00 сехетрен пуçласа 22.00-ччен «Коломенское» парк кӗрлесе тăрӗ: сценăсем çинче наци коллективӗсем те, эстрада артисчӗсем те хăйсен пултарулăхне кăтартӗç. Пиçиххипе тытса кӗрешекенсен турнирӗ те иртӗ. Сăмах май, кӗрешӗве 15 çӗршывран хутшăнакансем пурри пирки пӗлтерет Тутарстан Республикин Раççейри Полномочиллӗ представительстви.
Тутар тата пушкăрт ялӗсемпе те паллаштарӗç Сабантуйра. Вӗсене хатӗрлеме кирлӗ элементсене регионсенченех кӳреççӗ Мускава. Тӗрлӗ мастер-классем нумай ирттерме палăртнă йӗркелӳçӗсем.
Юланутçăсен ăмăртăвӗ асăннă паркăн тулашӗнче иртет.
Сăнӳкерчӗксем «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев