Мускавра иртекен Пӗтӗм чăваш Акатуйӗн программи паллă
Пӗтӗм чăваш Акатуйӗ кăçал Мускавра июнӗн 15-мӗшӗнче иккӗмӗш хут анлăн иртет. Пӗлтӗр вăл «Сокольники» паркраччӗ пулсан, кăçал вăл ВДНХра иртет. Культура программине темиçе площадкăра йӗркелеççӗ. Мероприятири чи курăмлă самант ВДНХ территорийӗнчи «Халăхсен туслăхӗ» фонтан тавра пурте пӗрле карталанса юрлани пулӗ.
75-мӗш павильон умӗнче 13.30 сехетре «Акатуй» театрализациленӗ представлени пуçланать. Раççей кухнин çуртӗнче чăваш апат-çимӗçӗпе паллаштарӗç. Çак вăхăтрах кӗрешӳ турнирӗ пуçланӗ.
«Халăхсен туслăхӗ» фонтан çумӗнчи тӳремре 13.30 сехетрен пуçласа 18.00-ччен спектакльсен сыпăкӗсене, наци йăли-йӗркин театрализациленӗ постановкисене — «Чăваш туйӗ», «Симӗс ылтăн», «Çӗр ӗç уявӗ» — курма пулать. Ал ăстисем мастер-классем ирттереççӗ, чăваш юмахӗсене калакансем те пулаççӗ.
ВДНХ тӗп сцени çинче 14.30 сехетрен Шупашкар хули 555 çул тултарнине халалланă юбилейлă программа ӗçлӗ. Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблӗ, «Çавал» ансамбль, фольклор коллективӗсем, Чăваш Енӗн тава тивӗçлӗ артисчӗсем хутшăнакан концерт 18.00 сехетре пуçланать.
20.00 сехетре вара чăваш эстрада артисчӗсен концерчӗ пулать. Августа Уляндинăпа «Ярды» ушкăн, Алексей Московский тата ытти артистсем тухӗç сцена çине. Каçпа çавăн пекех чăваш ташши ташлама та вӗрентеççӗ.
Акатуя пыракан кашни çын Чăваш Енре туса кăларакан апат-çимӗçе тутанса пăхма пултарать çав кун.
«Хаклă юлташсем, ентешсем, пирӗн çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесӗнче, чикӗ леш енче пурăнакан йăхташăмăрсем! Сире пурсăра та Акатуй уявне йыхравлатăп!» — тенӗ хăйӗн Телеграм-каналӗнче Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Олег Николаев.
Т.Васильева сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев