Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Мускавра иртекен «Роботсен çапăçăвне» Тутарстанран 5 команда хутшăнать

Пĕтĕм тĕнчери роботсен ăмăртăвĕсен пĕрремĕш тапхăрĕ сентябрь уйăхĕн 28-мĕшĕнче иртет. Унта Раççейрен, Белоруссинчен, Бразилирен, Индирен, Иранран тата Китай çĕршывĕсенчен килнĕ 48 команда хутшăнать.

Пӗрремӗш тапхăр «ЦСКА Арена» спорт комплекс территорийӗнче иртет. Мероприяти программипе килĕшӳллĕн икĕ шоу ирттерме палăртнă: кăнтăрлахи (12.00 сехетрен пуçласа 15.20 сехетчен) тата каçхи (17.00 — 19.20 сехетре). Тӳрĕ эфир трансляцине интернет урлă çак ссылкăпа пăхма пулать: https://vk.com/video-219465931_456240156.

Вăл икĕ дисциплинăпа иртет: 
1. «Роботсен çапăçăвĕ» (мĕнпур ӳсĕмрисем валли, 110 килограмма çити таякан роботсем хутшăнаççĕ);
2. «Мини-роботсен çапăçăвĕ» ( 10 — 17 çултисем, 1,5 килограмма çити таякан роботсем).

Тутарстанран 1,5 килограмма çити таякан роботсемпе виçӗ команда — KAI — Destructor (КНИТУ-КАИ инженери лицей-интерначӗ), Robodom — Destructor («Центр цифрового научно — технологического творчества и программирования Рободом» коммерциллӗ мар автономлă организаци), Destructor Junior тата 110 килограмма çити таякан роботсемпе икӗ команда — Robozon (Ozon Tech) тата Destructor (ArtFoils) ăмăртусене хутшăнать. Инженери командисен хăйсен проект тунă роботсемпе унта хутшăнаççӗ.

Пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх чи лайӑх командӑсен ҫулталӑк вӗҫӗнче финалта чемпион титулӗшӗн тата тӗп парнешӗн кӗрешӗҫ. Приз фончӗ кӑҫал 6,6 миллион тенкӗпе танлашать.

Чемпионата кăçал иккӗмӗш хут Раççей Цифра министерстви тӗрев панипе иртереççӗ.

«Роботсен çапăçăвӗ» — спортпа техника чемпионачӗ. Ăмăртусем пысăк технологиллӗ рингсенче иртеççӗ. Жюри виçӗ минут хушшинче иртекен çапăçура роботсен пӗр-пӗрне мӗнле сиен кӳнине пăхса çӗнтерӳçӗсене палăртать.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2024 – Год научно-технологического развития в Татарстане