Мускавра салтаксене халалланă литература каçӗсем иртрӗç
Халăхсен пӗрлӗхӗн кунӗ умӗн А.Н. Аринин (Вырăс писателӗсен союзӗн Чăваш Енри уйрăмӗн ертӳçи) ертсе пынипе Вырăс писательсен союзӗпе «Русская Академия Нравственности» коммерцилле мар организаци Мускаври библиотекăсемпе çар госпиталӗсенче СВО паттăрӗсене халалланă литературăпа музыка тӗлпулăвӗсем ирттерчӗç.
Госпитальсенче сипленекен салтаксем йывăр аманнă пулсан та пӗри те шăпана ӳпкелешменни, çарти хастар кăмăлӗ çаплах çирӗппи пуринчен ытла тӗлӗнтерчӗ. Концертра А.Н.Арининăн «Путь» юрри янранă вăхăтра вӗсенчен нумайăшӗн куçӗ шывланчӗ. Çирӗп кăмăллă çак салтаксен чунӗ черчен те çепӗççине кăтартрӗ ку. Вӗсем шăла çыртса Тăван çӗршывшăн кӗрешме кăна мар, илеме курма-туйма та пултаракан ырă чӗреллӗ çынсем. Ю.А.Кротовпа Т.Л.Худякова поэтсем хăйсен сăввисене вуласа пачӗç.
Концерт хыççăн салтаксем çакăн пек ырă кăмăллă, чуна хумхатакан сăвă-юрăпа савăнтарнăшăн тав турӗç. А.Н.Аринин, Вырăс писательсен союзӗн çыравçисем пек патриотсемпе тӗл пулнă хыççăн вӗсен суранӗсем, аманнă чунӗсем хăвăртрах тӳрленеççӗ иккен. Общество тӗрев пани вӗсене халӗ нихçанхинчен кирлӗрех. Кашни салтака хисеплемелле пирӗн, мӗншӗн тесен вӗсенчен кашни Тăван çӗршывшăн паттăрлăх кăтартать халӗ.
Мускаври библиотекăсенчен пӗринче СВОна хутшăннă В.Н.Гудырев («Атăл» отрячӗн Бабр позывнойлă салтакӗ) хăй çырнă сăввисене вуласа пачӗ. Кашни сăмахӗ чуна витерсе чӗре витӗр тухать унăн. Поэзири тăрăшулăхӗшӗн Виталий Николаевича Вырăс писательсен союзӗн удостоверенийӗпе тата союзăн хисеп паллипе чысларӗç. Творчество, шухăша сăвăра пӗлтерни ăна тата ытти салтаксене питӗ пулăшнине каларӗ автор. Çавăнпа Вырăс писательсен союзӗн Чăваш Енри уйрăмӗн ертӳçине А.Н.Аринина хăйне çапла ăшшăн йышăннăшăн, профессилле шая тухма пулăшнăшăн тав турӗ. А.Н.Аринин «Атăл» отрядăн салтакӗсене халалланă хăйӗн «Волгари» юррине мӗнле юрланине В.Н.Гудырев видео ӳкерчӗ. Тăван çӗршывăн çак пӗчӗк пайӗ йывăр вăхăтра салтаксене пулăшса пырассине шанса видеона фронта юлташӗсене ярса пама шантарчӗ.
Тӗлпулу каçӗсенче çаплах «Данс-рок-капеллăн» çарпа патриотизм, лирика юррисем янрарӗç. Зал вӗсемпе пӗрле юрларӗ. Гимнастикăпа СССР спорт мастерӗн Т.Н.Мишинан Тăван çӗршыва юратнине кăтартакан имповизациленӗ ташши юрăсене хăйне май илем кӗртрӗ.
Тăван çӗршыва хӳтӗлесе пуç хунисене асăнмасăр мӗнле-ха кун пек чух? Вырăс писательсен союзӗн пайташне, СВОна хутшăннă Пушкин позывнойлă Р.А.Никифорова (Шупашкар хули) асăнса унăн куççуль кăларакан сăввисене вуларӗç. Пуç хунă кашни салтака пӗр минут шăп тăрса асăнчӗç.
Вырăс писательсен союзӗн йышӗ те ӳсрӗ çав кун, Белгород облаçӗнчи Новый Оскол хулинчи пултаруллă çыравçа И.А.Светашовăна тата Мускаври поэта Б.А.Миронова союза илчӗç.
Наталья НИКИФОРОВА,
Светлана ЛУКИЯНОВА.
Авторсен сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев