Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

#МЫВМЕСТЕ премин заявка кампанине июнь вӗçленичченех тăснă

Халăхсен хушшинчи премин пиллӗкмӗш сезонне хутшăнма заявкăсене июнӗн 30-мӗшӗччен йышăнаççӗ. Кун пирки премин йӗркелӳ комитечӗ пӗлтерет.

Конкурса хутшăнма унăн официаллă сайтӗнче заявка ямалла. Çӗнтерӳçӗсем хăйсен проекчӗсене анлăн сарма, экспертсемпе наставниксенчен пулăшу илме, тӗнчери пысăк событисене хутшăнма пултараççӗ.

Виçӗ уйăх хушшинче Раççейрен тата 130 ют çӗршывран 38 пин ытла заявка килнӗ. Çӗнтерӳçӗсене тăватă категорире – «Личность», «НКО и проекты», «Компании» тата  «Территория»  палăртаççӗ. Йышăну кампанийӗ «Россия» наци центрӗнче «Çамрăксемпе ачасем» наци проекчӗ хӳттинче пуçланнă.

Раççейрен конкурса «Волонтер года»  номинаципе 10 пин ытла заявка килнӗ. Çак премие çӗршывра волонтер юхăмне аталантарас ӗçе пысăк тӳпе хывнăшăн, обществăлла пӗлтерӗшлӗ ӗçсем тунăшăн, çынсене пулăшу панăшăн параççӗ. Иккӗмӗш вырăнта –  «Герои нашего времени» номинаци. Унта Аслă çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне халалланă Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин тата ятарлă çар операцийӗн ветеранӗсене пулăшма  хута янă проектсене хутшăнакансенчен заявкăсем килнӗ.

Тутарстан тăтăшах чи нумай заявка янă регионсен шутне кӗрет. 2023 çулта «МЫВМЕСТЕ – Россия»  номинацире регионти тапхăрти çӗнтерӳçӗ Ильнар Зиннатуллин пуçарса янă «Ценим жизнь» ятарлă çар операцине хутшăнакансене  пулăшу парассипе проект пулса тăнă. «Социальный предприниматель»  номинацире «Ак Барс Созидание» ырăкăмăллăх фончӗн  çула çитмен тăлăх ачасене финанс хутлăхне вӗренме йӗркеленӗ «Благопредприниматель» пулăшу проекчӗ регионти тапхăрта çӗнтерӳçӗсен шутне кӗнӗ.

Ют çӗршывсенчен кăçал Индирен, Камерунран, АПШран, Нигерирен, Эфиопирен, Кенирен тата ытти çӗршывсенчен «Устойчивое будущее» тата  «Помощь людям» номинаципе нумай заявкăсем килнӗ.

Премия.мывместе.рф сайтран тунă скриншот. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: «#МЫВМЕСТЕ» #Татарстан премия МЫВМЕСТЕ 2025 #Волонтерство #СоциальныеПроекты #Гранты