Хусанпа Ҫырчаллинче кивелнӗ ҫӗнӗ ҫул чӑрашӗсенчен выльӑхсем валли витаминлӑ апат тата айне сармалли туса хатӗрлӗҫ
Хусанта чӑрӑшсемпе хырсене Адель Кутуй урамӗнчи 160-мӗш ҫуртра, Ҫӗнтерӳ проспектӗнчи 141-мӗш ҫуртра тата "Мега" суту-илӳ центрӗн территорийӗнчи ятарлӑ контейнерсенче йышӑнаҫҫӗ.
Ҫырчаллинче уяв йывӑҫсисене Автосборочный проезд, 29/63 адреспа йышӑнаҫҫӗ.
Йышӑну пункчӗсем кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗччен ӗҫлеҫҫӗ.
Чӑрӑша е хыра унта илсе каиччен мишурапа йӑлтӑрккасенчен тасатмалла.
Нет комментариев