Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Наци проекчӗсене пурнăçа кӗртме 17 миллиард тенкӗ тăкакланă

Тутарстанра наци проекчӗсене пурнăçа кӗртесси малалла пырать. 2026 çулхи июнӗн 1-мӗш тӗлне наци проекчӗсем валли уйăрнă бюджетăн 32 процентне – 17,2 миллиард тенкине усă курнă. Пурӗ 11 наци проекчӗ валли кăçал 53,8 миллиард тенкӗ уйăрнă, вӗсенчен 28,8 миллиард тенки федераци бюджетӗнчен, 25 миллиард тенки республика бюджетӗнчен килнӗ.

Июнӗн 1-мӗшӗ тӗлне «Семья» наци проекчӗ шайӗнче 7 миллиард тенкӗ тăкакланă, ку çулталăкри планăн 40 проценчӗпе танлашать. Укçа-тенке çемьесене пулăшма, пособи тӳлеме тата социаллă программăсене янă.

«Молодежь и дети» наци проекчӗ пысăк проектсем хушшинче чи пысăк динамика кăтартать. Çулла пуçламăшӗ тӗлне бюджетăн 45 процентне – 3,4 миллиард тенкине усă курнă. Укçана шкулсем тума, вăтам професси пӗлӗвӗ паракан тытăма çӗнетме тата çамрăксен канăвне  йӗркелеме янă. «Инфраструктура для жизни» наци проектне пурнăçа кӗртме 3,3 миллиард тенкӗ янă, ку çулталăкри планăн 17 проценчӗпе танлашать. Çул тата строительство ӗçӗсене   уйрăмах çулла ирттернипе процентсем кая юлни палăрать.  «Беспилотные авиационные системы» (БАС) наци проекчӗ шайӗнче çулталăкри плана 100 процента пурнăçланă – 2 миллиард тенкӗ тăкакланă. Çакă республика пилотсăр системăсем туса кăларма, кадрсем хатӗрлеме тата ӗçе кӗртме хатӗр пулнине çирӗплетет.

2026 çулта Тутарстан тӗп сферăсене –  демографипе сывлăх сыхлавӗнчен пуçласа цифровизаципе экологи таранах –  çавăрса илекен 12 наци проектне хутшăнать. Çу пуçламăшӗ тӗлне   бюджетăн  32 процентне усă курни – çирӗп кăтарту.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: нац проект #Татарстан экономика татарстана