Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Наци пуласлăхӗ

«Тăван чӗлхепе литературăн чи лайăх вӗрентекенӗ» Пӗтӗм Раççей конкурсӗн çӗнтерӳçисем кăçал камсем пулассине паян, сентябрӗн 21-мӗшӗнче пӗлӗпӗр. Мала тухнисене Атăлçи патшалăх физкультура, спорт тата туризм университетӗнче чыслаççӗ. Кăçал конкурса 79 регион учителӗпе воспитателӗ хутшăнать.

Пӗлтӗр воспитательсен хушшинче пирӗн республика педагогӗ çӗнтернипе кăçал конкурса Тутарстанра ирттерме йышăннă.

«Конкурс çамрăк-ха, вăл пурӗ те виççӗмӗш хут кăна иртет. Апла пулсан та пӗтӗм Раççей хутшăнать. Пӗрремӗш конкурс чи нумай нациллӗ Ставрополь крайӗнче иртнӗччӗ. Ăна эпир 61 конкурсантран пуçланăччӗ, хальхинче 79 педагог, вӗсенчен 33-шӗ шкул çулне çитичченхи организацисен воспитателӗ, хăй пултарулăхне кăтартать», – терӗ РФ Çутӗç министерствин пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тата шкул çулӗчченхи вӗрентӳ департаменчӗн ертӳçи Анна Тимофеева «Татар-информ» агентствăра журналистсемпе тӗл пулсан.

Кăçал конкурсра пӗтӗмпе 39 чӗлхе педагогӗ, çав шутра пысăк йышлисем те, сахал йышлă тӗп халăх чӗлхипе калаçаканнисем те хутшăннине палăртрӗ вăл. Тăван чӗлхе вӗрентекенӗсене тӗрев парас тӗллевпе иртет ку конкурс. Çавăнпа Анна Тимофеева приз фончӗ кăçал та япăх маррине, призерсемпе 15 лауреат та парнесӗр каймассине пӗлтерчӗ.

РФ халăхӗсен тăван чӗлхесен федераллă институчӗн ертӳçи Эсет Бокова сăмахӗсемпе, конкурса хутшăннă педагогсем пурте çӗнтерӳçӗсем, мӗншӗн тесен вӗсем наци пуласлăхне йӗркелеççӗ. Çавăнпах ӗнтӗ конкурсăн пӗлтерӗшӗ пысăк. Педагогсемшӗн вăл пӗр-пӗрин опычӗпе паллашмалли площадка та.

Аса илтеретпӗр, РФ Çутӗç министерстви Пӗтӗм Раççейри тăван чӗлхепе литература вӗрентекенӗсен профессилле конкурсне 2022 çултанпа ирттерет. Конкурсантсем хăйсен ăсталăхне виçӗ тапхăрта кăтартаççӗ. Тӗп вырăнта – тăван чӗлхепе литературăна вӗрентме усă куракан педагогика методикин ăнăçлăхӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование