Наци уявӗсем кăçал хăçан пулаççӗ?
Çӗнӗ хыпарсем

Наци уявӗсем кăçал хăçан пулаççӗ?

Тутарсен, чăвашсен, вырăссен, марисен, мордвасен, удмуртсен, кӗрешӗнсен уявӗсем Тутарстанра республика шайӗнче кашни çул иртеççӗ.

Наци уявӗсенче кашни халăх хăйӗн пултарулăхне, культурине, йăли-йӗркине туллин кăтартать. Халăхсен культурин пысăк мероприятийӗсене ирттерме Тутарстан пысăк тӗрев парать. Ку мероприятисем тахçанах ӗнтӗ пӗр халăхăн уявне кăна мар, пӗрлехи праçниксене çаврăнчӗç. Çулсерен иртекен уявсем кашни çул пӗр-пӗринчен мӗнпе те пулсан уйрăлса тăраççӗ. Апла пулсан кăçал та вӗсене çитсе курмаллах.

Тутарстанри тӗп халăхсен уявӗсем хăçан тата ăçта пулаççӗ-ха? Паллаштаратпăр:

  • Вырăссен «Каравонӗ» – майăн 24-мӗшӗнче Лайăш районӗнчи Никольски ялӗнче;

  • Марисен «Семыкӗ» – майăн 31-мӗшӗнче Кукмор районӗнчи Починок Кучук ялӗнче иртет;

  • Мордвасен «Валда Шинясӗ» – июнӗн 15-мӗшӗнче Теччӗ районӗнчи Кильдюшево ялӗнче;

  • Тутарсен «Сабантуйӗ» – июнӗн 21-мӗшӗнче Хусанта; ача-пăча «Сабантуйӗ» – Балтаси районӗнчи Бурбаш ялӗнче;

  • Удмуртсен «Гырон быдтонӗ» – июнӗн 28-мӗшӗнче Балтаси районӗнчи Ципья ялӗнче;

  • Чăвашсен «Уявӗ» – июнӗн 29-мӗшӗнче Нурлат хулинче;

  • Славянсен «Иван Купала» уявӗ – июлӗн 5-мӗшӗнче Ешӗлварта;

  • Кӗрешӗнсен «Питравӗ» – июлӗн 19-мӗшӗнче Мамадыш районӗнчи Зюри ялӗнче.

Çитсе курăр, ӳкӗнмӗр!

 


многонациональность Каравон

Нет комментариев