Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Налук тӳлеме вӑхӑт çитет

Сентябрӗн 11-мӗшӗнчен куçман пурлăхшăн, çӗршӗн е транспортшăн налук тӳлеме уведомленисем яма тытӑннӑ. Вăл почта урлă хут çырупа е nalog.ru сайтри «харпăр кабинета» электронлă çырупа килет.

2023 çулта налук тӳлемелли срок 2022 çулти пекех, РФ Налук кодексӗн 409-мӗш статйипе килӗшӳллӗн,  декабрӗн 1-мӗшӗччен тӳлесе ӗлкӗрмелле.

Аса илтеретпĕр, налуксене онлайн майпа тӳлени меллӗ, налук инспекцине кайса вăхăт ирттересси çук. Налога çаплах телефонри «Налоги ФЛ» мобильлӗ приложени урлă «харпăр кабинета» е патшалăх услугисен порталне кӗрсе хăвăршăн кăна мар, çемьери ытти çынсемшӗн те тӳлеме пулать.

Куçман пурлăхшăн, транспортпа çӗр налукӗсемшӗн тӳлемелли уведомлени ноябрӗн 1-мӗшӗччен почтăпа та, электронлă майпа та килмерӗ-тӗк, налук инспекцине каймалла е «харпăр кабинетра», е Раççей ФНС интернет-сервисӗнче çырса ямалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: налоги