Нарăсăн 8-мӗшӗнче пăрăçпа усă курса юмăç яраççӗ
Халăх календарӗ
◊ Нарăсăн 6-мӗшӗ – Аксинья. Çак кун çуркунне епле пуласса кăтартать.
◊ Нарăсăн 7-мӗшӗ – Григорий. Çанталăка сăнамалла: кăнтăрлаччен мӗнле – çитес хӗлӗн пӗрремӗш çурри те çапла; кăнтăрла хыççăнхи – хӗлӗн иккӗмӗш çуррине. Çак кун юр çусан çитес хӗл хăвăрт лармасть. Кайăксем юрлаççӗ-тӗк – ку уйăхра сивӗсем татах та пулаççӗ.
◊ Нарăсăн 8-мӗшӗ – Федор. Пăрçапа усă курса юмăç яраççӗ: енчен те пăрçа турилкке тӗпӗнче сас кăларса кусать – шартлама сивӗсем пулаççӗ-ха, сасăсăр пулсан – юр çăвать. Ку кунхи çанталăк çуркунне епле пуласса кăтартать.
◊ Нарăсăн 9-мӗшӗ – Златоуст. Пӗлӗтсем çиле хирӗç шăваççӗ-тӗк – юр çăвасса; кантăксем тарлани – ăшăтасса.
◊ Нарăсăн 10-мӗшӗ – Ефрем. Хӗртсуртăн менелникӗ. Çиллӗ кун – çулла йӗпе-сапаллă пуласса.
◊ Нарăсăн 11-мӗшӗ – Лаврентий. Ку кун çӗнӗ уйăх вăхăтне лекнӗ-тӗк – çитес уйăхăн иккӗмӗш çурринче çак кунхи пек çанталăк пулать.
◊ Нарăсăн 12-мӗшӗ – Василий. Мулкачсем сад пахчине килеççӗ, кашкăрсем ял çывăхӗнчех улаççӗ пулсан – сивӗсем тата пулаççӗ-ха. Шăшисем йăвисенчен юр çине тухрӗç-тӗк – пӗр талăкран ăшăтать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев