Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Нарядный Сабантуй» фотоконкурсăн финалне виçӗ чăваш çемйи тухнă

Хаклă вулакансем! Йăхташăмăрсене сасăласа тӗрев парар. Кам ытларах сасă пуçтарать, çав çӗнтерет.

«Татар-информ» ИА «Нарядный Сабантуй» фотоконкурс ирттерни пирки эпир çырнăччӗ. Унта наци тумӗ тăхăнса кăçалхи Сабантуйра ӳкерӗннӗ çемье сăнӳкерчӗкне тăратмаллаччӗ. Конкурса июнӗн 30-мӗшӗнче ӗçсене йышăнса пӗтернӗ, халӗ сасăлав пуçланнă.

Конкурс комиссийӗ 11 сăнӳкерчӗке суйласа илнӗ. Вӗсен хушшинче виçӗ чăваш çемйи те пулни савăнмалли пулăм. Апас районӗнчи Черккӗн ялӗнче пурăнакан Орешкинсем, Аксу районӗнчи Чăваш Енрусьелӗнче пурăнакан Кудряшовсем, Мензеле районӗнчи Каран-Азиково ялӗнчи Шатуновсем финала тухнă.

Хаклă вулакансем! Йăхташăмăрсене сасăласа тӗрев парар. Кам ытларах сасă пуçтарать, çав çӗнтерет. Фотоконкурса июлӗн 8-мӗшӗнче – Çемье, юрату тата шанчăклăх кунӗнче – пӗтӗмлетеççӗ.

Килӗшнӗ çемьешӗн çак ссылкăпа сасăламалла.

 

Сăнӳкерчӗксем «Татар-информ» ИА сайтӗнчен. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: конкурс