Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Нарспи»: илеме кăтартакансемпе хаклакансен уявĕ

Чăваш çи-пуçӗн регионсен хушшинчи «Нарспи» фестивалӗ — Ульяновск облаçӗнчи тата кӳршӗ республикăсенчи ентешсен кӗтнӗ мероприятийӗ. Нацисен культурисене çӗнетсе аталантаракан центрти чăваш уйрăмӗн заведующийӗ Ираида Гаврилова пуçарнипе вăл Ульяновскра кăçал ноябрӗн 23-мӗшӗнче 6-мӗш хут иртрӗ.

Шупашкартан килсе çитнӗ (вăлах уявăн режиссерӗ) Чăваш Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Светлана Печникова тата Кивӗ Улхаш хӗрӗ Полина Шигирданова ертсе пыракан уяв чăвашсен пин-пин тӗрӗллӗ тумне мухтанипе пуçланчӗ. Чăнах та, чăваш хӗрарăмӗн çи-пуçӗ пек капăр тум сахал халăхăн пур. Унăн сăпайлă фасонӗ, тикӗс те тирпейлӗ, илемлӗ тӗррисем куçа илӗртеççӗ. 

Уяв Николай Ларионовпа Валентина Тарават çырнă «Чӗмпӗр енӗн тӗрленӗ картти» гимнпа (чăваш юррин «Шанăç» халăх коллективӗ илемлӗ шăрантарчӗ) тата Светлана Чернова ертсе пыракан «Огонек» ташăçăсен ушкăнӗн ташшипе уçăлчӗ. 

Кăçал «Нарспи» фестивале 6 маçтăр хутшăнчӗ: Ульяновск облаçӗнчен — Елена Уресметовăпа (Ульяновск хули) Татьяна Серебрякова (Чăнлă районӗ, Çӗнӗ Улхаш), Тутарстан Республикинчен — Наталья Ракова (Пăва районӗ) тата Ирина Трифонова (Хусан хули), Чăваш Республикинчен — Дина Трякова (Йӗпреç районӗ) тата Кристина Макосеева (Шупашкар хули).

Елена Уресметова — Ульяновск облаçӗнчи обществăлла медицина юхăмӗсен волонтерӗ, чăваш тумне илемлетсе дизайн тăвасси унăн пурнăçӗн пысăк та кирлӗ пайӗ. Ача чухнех пусма-тавар туянса кукамăшӗн кивӗ çӗвӗ машинипе ялти кинемейсем валли чăваш саппунӗ çӗленӗ Елена. Вăл паянхи кун художник, мӗнпур хитрине, тӗлӗнмеллине пурнăçа кӗртет. Паян вăл чăваш тумне кăна çӗлемест, пултарулăхне тӗрлӗ енлӗн аталантарать. Тум çӗлессинче классикăпа çӗннине пӗрлештерсе модăна çӗнетет. Унăн хавхалану çăлкуçӗ — несӗлӗмӗрсен пуянлăхӗ. Çи-пуçăн куравӗн ячӗ те «Аваллăха упраса, малашлăха ăнтăлса» ятлă. Елена Леонтьевна «Нарспи» фестивале пӗрремӗш хут мар хутшăнать. Хальхинче вăл 14 чăваш тумне халăх умне кăларчӗ. Çӗнӗ ӗçӗсем хăйне евӗрлӗхӗпе уйрăлса тăраççӗ. 

Татьяна Серебрякова — алă ăсти, регионсен хушшинчи чăваш хӗрарăмӗсен конкурсне хутшăнса та малти вырăна çӗнсе илнӗ. Унăн ӗçӗсен пахалăхӗ — тумсем тулли пулни, маçтăр хăй тата хӗрӗсем пулăшнипе хатӗрленӗ капăрлăхсемпе илемлетни. Кӗписемпе пӗрлех çӗнӗ капăрлăхӗсемпе те паллашма май пулчӗ. Фойере тăратнă куравра вара хӗрӗсем алăпа тӗрленӗ салфеткăсемпе сӗтел çиттисен тирпейлӗ те тӳрӗ çӗввисемпе куçа тӳрех курăнчӗç.

Наталья Ракова — Пăва районӗнче «Туслăх» фольклор ансамбльне нумай çул ертсе пырать. Вăл хăйсем сцена çине тухакан çичӗ тӗрлӗ çи-пуçпа паллаштарчӗ. Вӗсен хушшинче тăхăрьялсен халăх кӗписем те пурччӗ.

Ирина Трифонова, пирӗн ӗçтеш, Тутарстанри «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ, çаплах пушă вăхăтра тумсем çӗлессипе, чăваш тумӗн çӗнӗ моделӗсене халăх хушшинче сарассипе ӗçлет. Раççейпе Итали дизайнерӗсен «Стиль» модельерсен шкулне пӗтернӗ. Пӗтӗм тӗнчери тата Тутарстанри наци костюмӗсен фестивалӗнче унăн коллекцийӗ «Чи лайăх стилизациленӗ костюм» номинацире çӗнтернӗ. Тата ытти нумай конкурс-фестивальсенче те Ирина Федоровнăн коллекцийӗ пӗрре кăна мар малти вырăнсене тухнă. «Нарспи» фестивале те вăл çӗнӗ хум илсе килчӗ. Унăн тумӗсене ыттисемпе пăтраштарма çук — вӗсем интеллигентлăхпа, тасалăхпа уйрăлса тăраççӗ. Ирина Федоровнăн коллекцине сцена çинче кăтартнă чух кӗвӗ кăна мар, юрă янăрарӗ: хăй çырнă юрра пултаруллă та маттур пике, Тутарстанри Халăхсен Туслăх Çурчӗ çумӗнчи «Ӗмӗт» ансамблӗн солистки Анжелика Еремеева юрларӗ. 

Йӗпреç хӗрӗ Дина Трякова общество пурнăçне питӗ хастар хутшăнакан чăваш хӗрарăмӗ. Вăл Чăваш Республикинче алă ăстисен хушшинче иртекен чылай конкурса хутшăнса малти вырăнсемпе парнесем çӗнсе илнӗ. «Чăваш Республикинчи чи лайăх ремесленник» конкурсра 2-мӗш вырăна тухнă. Сувенирсем кăларакансен конкурсӗнче те икӗ хутчен çӗнтерсе Мускаври курава каймалли правăна çӗнсе илнӗ. 2022 çулта та чăваш çи-пуçӗн конкурсӗнче «Хальхи костюм» номинацире мала тухнă. «Нарспи» фестивальте тăратнă кӗпесене Дина хăй аллипе тунă капăрлăхсемпе илемлетнӗ. Фойере те унăн ӗçӗсен куравӗ ӗçлерӗ.

Кристина Макосеева — «Виçӗ хӗвел» автор дизайнӗн пилӗк костюмӗпе тухрӗ. Спорт костюмӗсене çамрăксем те, аслă çулхисем те тăхăнма пултараççӗ. Ку бренда çулталăк ытла. 

Маçтăрсене саламлама сцена çине Ульяновск облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗн çумӗ Александр Коробко, «Губернаторский» Халăхсен культурисен центрӗн директорӗ Владимир Мельниченко, УОЧНКА председателӗ Владимир Бабайкин тухрӗç, регионсен хушшинчи «Нарспи» фестивале хутшăннă маçтăрсене диплом, чечек çыххи тата парне парса чысларӗç.

«Нумаях пулмасть Мускавра иртнӗ куравра икӗ регион чи лайăххи пулчӗç — Ульяновск облаçӗ тата Чăваш Республики. Паян çак сцена çинче те икӗ туслă регион пӗрле пулни савăнтарать. Эпӗ çакăнта пухăннисене те, модельсем кăтартнă çӗре хутшăнакансене те Алексей Русских кӗпӗрнаттăр ятӗнчен саламлатăп. Пурне те тав тăватăп. Çак керменте паян илемлӗхе тăвакансемпе ăна хаклакансем пӗрле пухăнни пирӗн пӗрлӗхе тепӗр хут çирӗплетет», — терӗ Александр Михайлович Коробко. 

Фестивале илем кӳрсе сцена çинчен Светлана Печникова, Мария Ямщикова ертсе пыракан «Мерчен» халăх ансамблӗн артисчӗсем илемлӗ юрăсем шăрантарчӗç. 

Фойере вара халăх вырăнти тата кӳршӗ регионсенчен килнӗ маçтăрсен — Татьяна Серебрякован, Елена Уресметован тата Дина Трякован — куравӗпе киленме пултарчӗ. Галя Елисеева мастер-класс ирттерсе тăмран пӗчӗк теттесем йăвалама вӗрентрӗ. Виктор Аванмарт Арктикăна кайса килнӗ хыççăнхи сăнӳкерчӗкӗсемпе тата çырнă картинисемпе паллашма сӗнчӗ. Нацисен культурисене çӗнетсе аталантаракан центрти чăваш уйрăмӗ çумӗнчи «Палнай» фольклор ушкăнӗ хастар юррисемпе хавхалантарчӗ.

«Нарспи» фестиваль вара кăçал юпа уйăхӗнче 100-мӗш пултарулăх сезонне уçнă Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблӗн «Çул хыççăн — çул, 100 çул сулмаклăн утрăмăр» ятлă программипе вӗçленчӗ. 

Елена ФЕДОРОВА.
К. Романова сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чуваши